АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте – хĕрÿ ĕç

09 октября 2013 г.

Çĕр ĕçченĕсен паянхи тĕп тĕллевĕ – çĕр улми кăларассине вĕçлесси. Çак
кунсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.П.Якимов район
уй-хирĕсенче пулнă, çĕр улми пухса кĕртесси мĕнле пынипе паллашнă.Районта
«иккĕмĕш çăкăра» кăларасси анлă сарăлнă. Ял çыннисем уяр кунăн кашни сехечĕпе
туллин усă кураççĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне илсен, çĕр улмие 511 гектар кăларнă,
çакă планпа палăртнин 76 проценчĕ. Çĕр улмие пурĕ 9095 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç
– 178 центнер.

Çĕр улми кăларас ĕç мĕнле пынипе паллашасси «Журавлев» хресчен-фермер
хуçалăхĕнчен пуçланнă. Кунта тымар çимĕç 200 гектар йышăнать, кăлармалли 30
гектар юлнă. Çĕр улми уйĕнче 2 копалка ĕçлет.

Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов «Чăваш Енĕн ял хуçалăх
продукчĕсем» обществăра та пулнă. Кунта ĕççи кал-кал пырать, çĕр улмие 90 гектар
кăларнă, пухса кĕртмелли тата 30 гектар юлнă. Уйра 60 çын ытла ĕçлет. Хуçалăха
бюджет организацийĕсен ĕçченĕсем те пулăшаççĕ.

«Новый путь» хуçалăхра кукуруза пухса кĕртесси малалла пырать. Кăçал ку
культура 198 гектар йышăнать. Уйра – тĕш тырă пухса кĕртмелли 1 комбайн. Сергей
Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улмие 150 гектар çинче ÿстернĕ. Халĕ ăна
пухса кĕртессипе тимлеççĕ. Уйра комбайн ĕçлет. Пухса кĕртмелли тата 95 гектар
юлнă.

Н.П.Якимов, уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май, халĕ кашни кун хаклине, унпа туллин
усă курмаллине те палăртнă. Вырăнсенче ĕçе кирлĕ пек йĕркелесен кăна çĕр
ĕçченĕсем çĕр улми кăларассине кĕске вăхăтра вĕçлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика