АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт ыйтнипе

09 октября 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче республикăри
муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен администраци пуçлăхĕсемпе
видеоконференци ирттернĕ. Калаçу нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă парасси тата çĕр
улми кăларса пĕтересси тавра йĕркеленнĕ.

Сывлăшри вăтам температура 5 кун хушши 8 градусран пĕчĕкрех пулсан 6-мĕш
куннех çуртсене ăшăпа тивĕçтермелле. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче çанталăк нуль градуса
çывăхах сивĕтрĕ. Республикăра хутса ăшăтмалли сезон пуçланнă.

Газпром çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 19 муниципалитета укçа тÿлеме çĕнĕ график туса
панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей
Павлов республикăра ял хуçалăх ĕçĕ юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне хăш шая çитнипе
паллаштарнă. Кăçал кĕркунне хресчене йывăр килнине пурте пĕлетпĕр. Вăраха кайнă
çумăр ăна питĕ чăрмантарать.

Михаил Игнатьев район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе телекĕпер урлă калаçнă
май: «Ан хытăр, укçăра ан хĕрхенĕр, халăха ĕçленĕшĕн лайăх тÿлĕр», – тенĕ.
Хальлĕхе республикăра 7350 гектар çинчен (69,5 процент) «иккĕмĕш çăкăр» кăларнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика