09 октября 2013 г.
Петр Зиновьевич Исаков Елчĕк районĕнче 1953 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче
çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ, çемьере ача нумай пулнă. 1971 çулта
вăл Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухать, 1972 çулта Новосибирск хулинчи Техника
училищинче пĕлÿ пухать. Хыççăн икĕ çул хĕсметре тăрать. Чăваш каччи Лăпкă океан
флочĕн çыран хĕрринчи çар чаçĕнче отделени командирĕ пулать, хыççăн взвод
командирĕн çумĕнче службăна ирттерет.
П.Исаков çартан таврăнсан Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлет.
Пурăна-киле ăна Элĕк районĕнчи милици уйрăмне яраççĕ. 1981 çулта милици уйрăмĕн
начальникĕн çумне çирĕплетеççĕ. Кĕçех Петр Зиновьевича ШĔМ-ĕн академине вĕренме
яраççĕ. Хыççăн Элĕке таврăнать, милици уйрăмĕн начальникĕнче тимлеме пуçлать.
Ĕç-хĕле лайăх йĕркелесе пырать, районти йĕркелĕхшĕн ырми-канми тăрăшать. Петр
Зиновьевича «За безупречную службу» медальпе наградăлаççĕ. «Милици отличникĕ»
знак парса та чыс тăваççĕ. Ытти наградăсене те тивĕçет. Петр Зиновьевич
подполковника çити ÿсет. 2000 çулта вăл тивĕçлĕ канăва, отставкăна тухать. Анчах
ĕçсĕр лармасть, паспорт службин уйрăмĕнче тимлет. Юлашки вăхăтра Элĕк ял тăрăхĕ
çумĕнче муниципаллă управленинче тăрăшать. Кирек ăçта та вăл пысăк тăрăшулăх
кăтартать. П.Исаков хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлет, çавăнпа ăна пурте хисеплеççĕ.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
районти ветерансен канашĕн председателĕ.