АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ урамра çамрăксем тĕпленеççĕ

14 октября 2013 г.

Синер ялĕнчен тухсан Татмăш еннелле каякан çул çинче темиçе çул каялла пушă
уй выртатчĕ. Халĕ вара кунта çĕнĕ урам йĕркеленнĕ. Таса уйра кашни çулах çуртсем
çĕкленеççĕ. «Лесная» ят панă ку урама. Вăрман çумĕнчен инçе мар вырнаçнăран
çапла ят хунă ăна. Теприсем çĕнĕ урам тесе те пăхаççĕ.

Кунта ытларах çамрăксем пурăнаççĕ. Акă вăрман çумĕнчех Ивановсен çемий
кил-çурт çавăрнă. Розăпа Сергей икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Хĕрĕ Элĕк шкулĕнче
пĕлÿ илет пулсан, ывăлĕ ача-пăча учрежденине çÿрет. Ивановсем выльăх-чĕрлĕх те
тытаççĕ. Çулсеренех ытлă-çитлĕ апат хатĕрлессипе çĕр çинче тăрăшаççĕ. Утă-улăм
туртарма ятарлă техника та пур. Роза ял тăрăхĕн специалисчĕ шутланать, мăшăрĕ
вара налук инспекцийĕнче тăрăшулăхпа палăрать. Ивановсем «Çамрăк çемье»
программăпа килĕшÿллĕн тавăрса памалла мар субсидие тивĕçнĕ.

Çамрăк çемьесене кил-çуртпа тивĕçтерес программăпа Лесная урамра пурăнакансем
те чылайăшĕ усă курнă. Морозовсемпе Спиридоновсене, Александровсене те ку йыша
кĕртмелле. Альбинăпа Леня Спиридоновсем пĕлтĕр çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕç.
Альбина экономикăпа менеджмент институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ «Элĕк-Килĕшÿ»
кредит кооперативĕнче вăй хурать. Леня мăшăрĕ вара çул-йĕр строительствинче
ĕçлет. Çамрăксем çемье çавăрсан ялтах юлма шутланă.

Александровсем те тăрăшулăхпа палăраççĕ. Ÿркенмен те ĕçчен çемье теплицăра
калчасем ÿстерсе сутă тăвать. Таня Пенси фончĕн управленийĕн Элĕк районĕнчи
уйрăмĕнче тимлет.

– Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче йывăç лартнисĕр пуçне çурт-йĕр çавăрмалла, ывăл
ÿстермелле, – теççĕ çак урамра пурăнакан Александр Морозовпа Александр Васильев.

Арçынсем ашшĕ ятне те илтнĕ, йывăç та лартнă, кил-çурт та çавăрнă. Яваплă
ĕçсенче вăй хураканскерсем килти хуралтăсене çĕнетессипе те пуçарулăх
кăтартаççĕ. Тĕпрен улшăнса çĕнелчĕ вăрман çумĕнчи Лесная урам. Çу кунĕсенче
мăлатук сасси хăлхаран каймасть. Урамра ача-пăча выляни малашлăх пуррине
палăртать. Пурнăç кустăрми ту çинчен аннă пекех хăвăрт кусать. Çамрăксем таса
уйра капмар çуртсем çĕклесе лартни – ырă пулăм.

А.ЗИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика