АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿпе таврăннă

14 октября 2013 г.

Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш Республикинчи судьясен тата ку тытăмра
ĕçлекенсен хушшинче çăмăл атлетика енĕпе ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 12 команда
хутшăнчĕ. Красноармейски район сучĕн ĕçченĕсем пысăк кăтартусемпе палăрчĕç.
Хĕрарăмсем 100 тата 400 метрлă, арçынсем 100 тата 800 метрлă дистанцисене
чупрĕç. Хутăш эстафетăра пирĕн команда пысăк çитĕнÿсем турĕ, виççĕмĕш вырăна
тухрĕ. Лина Филиппова, Павел Иванов, Александр Афанасьев тата Лина Ефимова пысăк
ăсталăх кăтартрĕç. Уйрăм çынсем хушшинче хăйсен çулхисемпе тĕрлĕ дистанцисенче
Лина Филиппова (Элĕк), Валентина Васильева (Элĕк), Владимир Никифоров, Иван
Ефимов, Лина Ефимова (Элĕк) призлă вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕсем
медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç. Командăсем хушшинче Красноармейски район сучĕн
спортсменĕсем республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

И.ЕФИМОВ,

район сучĕн председательне пулăшаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика