16 октября 2013 г.
Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче, кăнтăрла тĕлĕнче Изванка ялне сумлă хăнасем
çитрĕç. Вĕсен йышĕнче – пирĕн ентешсем: «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн ертÿçи Владимир
Иванов, истори наукисен профессорĕ Евгений Ефимов, Чăваш патшалăх университечĕн
вĕрентекенĕ Андрей Филиппов тата ыттисем те. Вĕсем çăмăл машинăсемпе Турикас
урамĕпе ялăн хĕвел анăç еннелле çул тытрĕç. Унта – «Хула çучĕ» пысăк çут. Ку
Чăваш Енри паллă истори тата археологи палăкĕ. Çавна, тен, Йăлкăш ял тăрăхĕн
территорийĕнче пурăнакансем те хăшĕ-пĕри пĕлмен те пулĕ.
Асăннă сумлă çынсем Изванка ялĕнче пурăнакансемпе пĕрле çак паллă вырăна
асамлă та сăваплă юпа лартрĕç. Хатĕрленÿ ĕçĕсем вара малтанах темиçе кун каяллах
пуçланнă. Ял старости Гера Аввакумов йĕркеленипе субботник ирттернĕ. Çавна май
ял çыннисем кар тăрса икĕ пысăк тĕмескеллĕ çута тĕпренех тасатса тирпейленĕ.
Вĕсем хальхинче те активлăх кăтартрĕç. Сăваплă юпана вырнаçтарассипе Садовой
урамри Александр Сидоров, Владимирпа Вячеслав Якимовсем, Валерий Гордеев, Леонид
Петров тата Клавдия Осипова тăрăшуллă пулчĕç. Çапла часах çĕкленчĕ асамлă юпа.
Ăна «Изванкинское городище – Сарплат хулашĕ – памятник 4000 летней культуры – 2
тыс. до н. э. Юпа, 2013. Ентешсем» тесе çырнă хăма вырнаçтарни пушшех те
мăнаçлăх кÿчĕ.– Аваллăха манмалла мар, – терĕ Владимир Александрович ăсчах.
Вăл ял çыннисене асăнмалăх кĕнекесем парнелерĕ.
Мероприятие Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулти вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем,
туризмпа краеведени кружокĕн членĕсем, Анатолий Орловпа Михаил Андреев та
хутшăнчĕç. Вĕсене «Хула çучĕ» уйрăмах интереслентерчĕ.
Ĕлĕк унта хула тума тытăннă-мĕн. Пусмăр вăхăтĕнче тутарсенчен хăтăлса
пурăнмалли вырăн пулнă, теççĕ. Ваттисем каласа панă тăрăх, ялта чиркÿ лартма
шутланă. Темĕнле улăм витнĕ часовньăсем çинчен калаçаççĕ. Хăрушă вăрçăсем те
пулнă-мĕн кунта. Хĕç-пăшалсем, тутар виллисем, ĕлĕкхи вăхăтри япаласем, темĕнле
укçасем тупни çинчен пĕлтереççĕ. Хулаш тăршшĕ 110 метр, сарлакăшĕ 25 метр
пулнипе палăрать. Кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен тата çурçĕр-хĕвел тухăçĕнчен валсемпе
хÿтĕленнĕ. Хула стени пĕренерен пулнă, тул енчен çĕрпе, тăмпа хупланă. Хулаша
археологсем темиçе хутчен те тĕпченĕ. Килти выльăхсен – ĕнесен, лашасен
шăммисене те тупнă. Хулаш пушара пула пĕтнĕ-мĕн.
Паянхи «Хула çучĕ» – Турикас урамĕнче пурăнакансен юратнă вырăнĕ. Унăн
çывăхĕнче çăвĕпех ĕнесен касăвĕ çÿрет.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Леонид Петров сăн ÿкерчĕкĕ.