16 октября 2013 г.
Ялта кун çути курнă тата çакăнтах тĕпленнĕ çыншăн тăван кĕтес темрен те
хаклă.Анат Татмăшран лайăххи çук маншăн. Мĕн ачаран улăх-çарансем, вăрмансем
тыткăнланă. Çыннисем те кăмăллă, питĕ туслă. Эпир ĕçре те, уявсенче те пĕрле.
Эпĕ ял старостин тивĕçĕсене икĕ çул йĕркелесе пыратăп. Некрасов урамĕн хăтлăхĕпе
илемĕшĕн тăрăшатăп.
Пирĕн ялта хуçасăр ларакан çуртсем сахал. Шел пулин те, ялта ĕç çукки чылай
чухне чăрмав кÿрет. Вăйпиттисем ют хуласемпе облаçсене ĕçлеме çÿреççĕ. Элĕк
салинче тăрăшакансем те чылай. Ÿркенмен çын кирек ăçта та ĕç тупать, çемйине
тăрантарассишĕн ырми-канми вăй хурать. Ялта çамрăксем çук мар. Саша Сапожниковпа
Вова Матвеев авă нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмаççĕ. Çĕр сухаламалла, утă-улăм
турттармалла – пурне те пулăшма хатĕр. Сергей Ананьев та ĕçчен те тăрăшуллă
çемье пуçĕ. Хăй хулара ĕçлет пулин те тăван ялта икĕ хутлă капмар çурт лартма
пултарчĕ. Мăшăрĕпе икĕ ачана воспитани параççĕ.
Юлашки вăхăтра ялта тахçанах туй юррисем илтĕнмен, чăваш такмакĕсем шăранман.
Ача çуратакансем те сахал. Тăван кĕтесе питĕ юрататăп.Кашни çулах çуркунне
субботник ирттересси йăлана кĕчĕ. Çынсем айккине пăрăнса юлманран, ĕçченлĕхпе
палăрнăран Некрасов урамĕнче кирлĕ мар ăпăр-тапăр, çÿп-çап йăванса выртмасть. Ял
халăхĕ тăрăшнипе çулла та тирпей-илеме тытса, пăхăнса тăратпăр.Урамра хăтлă
пулни кунта пурăнакансемшĕн çеç мар, килен-каяканшăн та ырă тĕслĕх пулмалла.
Эпир Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе тачă çыхăнура тăратпăр. Вăл халăх ыйтнине
яланах тивĕçтерме тăрăшать. Акă кăçал эпир Хыçалти çырмара эрози çулне пÿлес
тĕллевпе хыр, чăрăш, хурăн йывăççисем лартрăмăр. Ку пархатарлă ĕçре Егоровсен,
Трофимовсен, Матвеевсен, Никифоровсен, Захаровсен çемйисем активлăхпа палăрчĕç.
Ялта пухăннă çÿп-çапа, кирлĕ мар ăпăр-тапăра пухса ятарлă вырăна кайса пăрахнине
те йĕркелесе пыратăп. Çынсем те яваплăха туяççĕ, кил умĕсене тирпейлĕ тытма
тăрăшаççĕ. Ăнланмалăх сиксе тухсан йывăрлăхсене пĕрле çĕнтеретпĕр. Кашни çын
тавралăх илемĕ, тасалăхĕ пирки шухăшлать-çке. Çакă вара йăлтах хамăртан килет.
Г.НИКИФОРОВ,
Анат Татмăш ялĕн старости.