АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен династийĕ

16 октября 2013 г.

Пирĕн çемьере вĕрентекен ĕçĕ ăруран ăрăва куçса пырать.

Çак пархатарлă профессине чи малтан асаттепе асанне алла илнĕ. Асанне Нина
Лукинична Федорова 41 çул шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсене ăс панă.
Асатте Яков Степанович Степанов педагог ĕçне тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçичченех
Етĕрне районĕнче пуçланă. Мирлĕ пурнăçра та вăл нумай çул ачасене пĕлÿ парассипе
тăрăшнă. Вĕсен хĕрĕ Антонина Яковлевна ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăснă. Вăтăр çул
ытла вăл шкул ачисемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. Ачасем ăна питĕ
юратаççĕ. Пĕчĕккисемпе те, пысăккисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл. Асаттепе
асаннен виçĕ мăнукĕ вĕрентекен специальноçне алла илнĕ. Людмила Иосифовна ют
чĕлхесен учительне вĕренсе тухнă, Мальвина Николаевна историпе обществăна
кăмăлланă. Алена Владимировна вара чăваш чĕлхипе литературине суйланă. Вĕсен
кинĕ, манăн анне, Зоя Геннадьевна Федорова 25 çул ĕнтĕ Ураскилтри вăтам шкулта
вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Сăмах майĕн, асаннен аппăшĕпе мăшăрĕ те,
Мария Лукиничнăпа Геннадий Николаевич Шленскийсем (Атмалкасси ялĕ) нумай çул
вĕренÿ учрежденин çулне такăрлатнă. Учительсен династийĕн педагогикăри ĕç стажĕ
200 çула çитсе пырать. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ ачана пĕлÿ тĕнчине уттарнă,
пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсем. Чăннипех те учитель ĕçĕ питĕ пархатарлă.
Эпĕ хамăн тăвансемпе мăнаçланатăп, вĕсем пуррипе савăнатăп.

Евгения ФЕДОРОВА,

Ураскилт шкулĕ, 9 класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика