16 октября 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн
членĕсемпе, муниципалитет тата хăш-пĕр строительство организацийĕсен ертÿçисемпе
ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин строительство комплексĕн 9 уйăхри ĕçне
пĕтĕмлетнĕ.
– Нумаях пулмасть иртнĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕнче пирĕн
республикăна бюджет укçипе тухăçлă та тĕллевлĕ усă курнăшăн ырăпа асăнчĕç, –
тенĕ Михаил Васильевич. – Çурт-йĕр программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Ăстасем
усă куракан кашни тăваттăмĕш тенкĕ бюджетран куçать.
Михаил Васильевич экономикăра, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассинче
строительство комплексĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. ЧР строительство
министрĕ О.Марков нумай хваттерлĕ çуртсене хута ярассин калăпăшĕ икĕ хут ÿснине
каланă.
2012 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче республикăра 5,1 млрд тенкĕлĕх
строительство материалĕ туса кăларнă, кăçал çав тапхăрта – 5,6 млрд тенкĕлĕх
(109,8 процент). Строительствăра ку кăтарту çапларах: пĕлтĕр – 20,06, 2013 çулта
– 23,63 млрд тенкĕ (107 процент) усă курнă.