21 октября 2013 г.
Клава шкула çÿреме пуçласан спортпа çывăх туслашать. Йĕлтĕрпе чупассипе
уйрăмах палăрать, çавна май ăмăртусене те хутшăнать. Çапла шкул чысне темиçе
хутчен те хÿтĕлет. Йĕлтĕрпе хăвăрт чупассипе пĕрремĕш разряд нормине те
пурнăçлать.Етĕрне районĕнчи Егоркино ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр-спортсменка вăтам
шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах тĕп хуламăра каять. Кунти пысăк цехра вĕренекенре
тимлет. Аслă юлташĕсем кăтартса, ăс парса пынипе тĕрлĕ кăткăс техникăпа,
станоксемпе те ĕçлеме хăнăхать. Тăрăшуллă хĕр часах чăн-чăн пир тĕртекен пулса
тăрать. Кăнтăрлахи, каçхи сменăсенче те палăртнине чыслăн пурнăçлать.
Элĕк Ен каччипе Валерийпе пĕр чĕлхе тупаççĕ те мăшăрланаççĕ. Ĕçе пĕрле çÿреме
пуçлаççĕ. Клавдия Яковлевнăпа Валерий Иванович – пир-авăр комбиначĕн ĕçченĕсем.
Пĕри пир тĕртекен пулсан, тепри маçтăра пулăшаканĕ.
– Хулара виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер илме те тивĕçрĕмĕр. Хĕрпе ывăла пурнăç
парнелерĕмĕр. Халĕ хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Пире тăватă мăнук савăнăç кÿреççĕ, –
паллаштарчĕ пурнăçĕпе Клавдия Яковлевна.
Осиповсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ялта çуралса ÿснĕскерсем ватлăх çулĕсене
лăпкăн ирттерме тĕллев лартнă. Мăшăрсем çавăнпа Шупашкартан яла таврăннă. Упăшки
кун çути курнă Изванка ялĕ Клавдия Яковлевнăшăн халĕ чун киленĕвĕ.
– Тап-таса уйра пилĕк çул каялла çĕнĕ пурнăç чĕртрĕмĕр. Хамăра валли ăшă
«йăва» çавăртăмăр, – хăпартланчĕ утмăл урлă каçнă хĕрарăм.
Осиповсем хăйсем пенсире пулнине пăхмасăр картишĕ тулли кайăк-кĕшĕк тытаççĕ.
Ăратлă чăхсем ĕрчетессине те йĕркеленĕ. Путене те, çăмарти усăллăран, усраса
пăхнă. Хулара пурăннăскерсем качакасем, кроликсем те тытаççĕ.
Клавдия Яковлевна сиплĕ курăксем пухма та кăмăллать. Кăçал «Коопзаготпром»
пĕрлешĕвĕн ĕçне хутшăнчĕ.
– Шапа хупаххи, чĕре курăкĕ, хура пилеш тата ытти эмел курăкĕсене чылаях
пухрăмăр. Автомашина уйăрса пани ĕçе хăвăртрах йĕркелеме май пачĕ, – пĕлтерчĕ
К.Осипова.
Вăл тавралăх илемĕпе киленес тĕллевпех велосипедпа ярăнма тухать. Хĕл
кунĕсенче йĕлтĕрпе çула такăрлатать. Клавдия Яковлевна ял пурнăçне те хастар
хутшăнать, субботниксенче тăрăшулăх кăтартать.
С.СВЕТЛОВА.