АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăнтару – хĕрÿ тапхăр

21 октября 2013 г.

Ираида Петрова паян ирех ĕçе çитрĕ. Хаçат-журнала суйласа илчĕ те хăйĕн
сумкине хучĕ. Унтан килнĕ тавара йĕркелесе сентресем çине вырнаçтарчĕ.– Çыхăну
уйрăмĕнче эпĕ çĕнĕ çын. Кăçалхи июльтенпе çеç кунта тăрăшатăп. Апла пулин те ĕçе
тулли кăмăлпа çÿретĕп, – пĕлтерчĕ почтальонка.

Вăл Вутланпа Вăрманкас ялĕсене хаçат-журнал çитерессипе тимлет. Çырăнтару
тапхăрĕ – хĕрÿ вăхăт. Ку ĕç уншăн çĕнĕ. Çавăнпа та шанса панă тивĕçе тÿрре
кăларассишĕн тăрăшать, çынсемпе калаçать, хаçат-журнала çырăнса илме сĕнÿ
парать.

– Акă пĕчĕккисем «Тетте» журнала кăмăллаççĕ. «Раскраска» ыйтакансем те пур.
Теприсене ал ĕç кăларăмĕсем кирлĕ. Пахчара ĕçлеме юратакансене вара пахча çимĕç
çинчен çырнă хаçат-журналпа тивĕçтеретпĕр, – ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Ираида
Сергеевна.

Паллах, почтальонкăн ĕçĕ çăмăл мар. Ял-ял тăрăх пысăк сумка çакса темиçе
çухрăм утмалла. Килтен тухайманнисем патне вара тĕрлĕ тавар çитерессине те,
пенси укçине пырса парассине те йĕркеленĕ.

– Эпир пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хуратпăр, – каласа пачĕ Нина Васильевна
ертÿçĕ.

Н.Никифорова çыхăну уйрăмĕнче пĕр улшăнмасăр хĕрĕх пĕр çул вăй хурать. Çав
вăхăтрах почтальонка тивĕçĕсне те пурнăçлать. Тури тата Анат Татмăш ялĕсене
тĕрлĕ кăларăмсемпе корреспонденцисем çитерет. Вутланти çыхăну уйрăмĕнче кашни
çыннăн ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çутăпа газшăн тата телефонпа
Интернетшăн та кунтах тÿлеççĕ. Саккаспа та çыхăну уйрăмне мĕн пур тавара илсе
килеççĕ.

– Çырăнтару тапхăрĕнче уйрăмах вăй хума тивет. Ольга Читнаевăпа Александр
Ананьев акă пĕр çырăнтару тапхăрĕнчен те айккинче юлмаççĕ, ялан хăйсене
килĕшекен кăларăмсене вăхăтра çырăнаççĕ, – терĕ Нина Васильевна.

Анатри Татмăшра пурăнакан Николай Трофимов вара сканворд «шĕкĕлчеме»
кăмăллать. Вĕрентекенсем те, ачасем те пуçа шухăшлаттаракан
кроссворд-сканвордсене ыйтаçççĕ. Библиотекăра тимлекен Виталина Лаврентьева хăй
те, ачисем те сканворд шутлаççĕ.

Çыхăну уйрăмĕн çурчĕ шкулпа юнашарах вырнаçнă. Тахçанах, ĕлĕк ку çуртра шкул
пулнă, унтан йăла çурчĕ уçăлнă. Халĕ пÿлĕмсем пушă лараççĕ. Самаях кивелнĕ
çуртра юсав ĕçĕсене те ирттермелле, кирпĕч çуртăн стенисем йăшма та пуçланă.

– Темле йывăр пулсан та пурнăç уттипе малалла пыратпăр, – терĕ ертÿçĕ.

Çыхăну уйрăмĕнче Интернет та пур. Çавăнпа шкул ачисем почтăна час-часах
килеççĕ.

А.ЗИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика