АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчара ĕçлесси – чун киленĕвĕ

21 октября 2013 г.

Элĕкри «МТС» пÿлĕмне Екатерина Константинова килсе кĕчĕ. Ял пурнăçĕ пирки
пуçарнă калаçăва тулли кăмăлпа хутшăнчĕ икĕ ача амăшĕ.

– Эпĕ шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра та хулара тĕпленесси çинчен шутламан. Маншăн
уçă сывлăш, çу кунĕсенче пахчара тĕрлĕ кайăк юрă шăрантарни хаклă, – хăюллăн
калаçать 27-рискер.

Вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн педагогика колледжĕнче ăс пухать Элĕк хĕрĕ.
Шкул çулне çитменнисене вĕрентсе воспитани параканăн профессине суйласа илнĕрен
практика вăхăчĕсене тăван тăрăхрах ирттерет. «Çăл куç» ача садĕнче ăсталăха
ÿстерет.

2007 çулта Якунекасси каччипе мăшăрланаççĕ.

– Çулталăкран Настя кун çути курчĕ, 2010-мĕшĕнче Максима «туянтăмăр», –
çемйипе паллаштарать Катя.

Икĕ ачапа пуçĕпех килти ĕç-пуçа кÿлĕнет. Шăпăрлансемпе ĕçлемелли професси
алла илнĕрен вĕсем валли тĕрлĕрен вăйă-кулă йĕркелет.

– Пахчара ĕçлесси те маншăн чун киленĕвĕ. Çут çанталăк ытамĕнче пулма
юрататăп, – ăнлантарать çемье управçи.

Тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерсе воспитани панипе пĕрлех аслă пĕлÿ те илет
Е.Константинова. Халĕ ял хуçалăх академийĕнче бухгалтера вĕренет.

– Çемьери туслăх та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ мăшăрта та, атте-аннере те тĕрев
туятăп. Хама телейлисен шутне кĕртетĕп, – палăртрĕ сăмах ваклама ÿркенменскер.

Владимир НИКИФОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика