23 октября 2013 г.
Питĕшкассинчи Елизавета Никифоровна Михайлова килĕнче пĕчченех пурăнать. Хăй
Урпаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕскер çамрăклах хуçалăх
ĕçне кÿлĕннĕ. Ачалăхĕ те вăрçă çулĕсенче иртнĕ.
– Килте выçă ларни сахал мар пулнă. Юрпа сивĕ çумăр çунине пăхмасăр уйра çĕр
улми кăлараттăмăр, йĕтĕн тататтăмăр, – аса илет паян Лисук аппа.
1954 çулта кÿршĕ ял каччипе Алексей Михайловпа çемье çавăрнă. Михайловсем кил
вучахне Питĕшкассинче чĕртнĕ.
– Мăшăрпа хуçалăхра ĕçлесе ĕмĕре ирттертĕмĕр. Элекçи 1999 çулта вăхăтсăр çĕре
кĕчĕ. Унтанпа эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Юрать-ха, канмалли кунсенче хĕрĕмсем
хăнана килеççĕ, – тет Е.Михайлова.
Ватă пĕчченех кун кунлать пулин те ахаль лармасть-ха. Ун патне кĕрсенех
илемлĕх тыткăнне лекетĕн: калама çук хитре те капăр çипсенчен тĕрленĕ тĕрĕсем
куçа илĕртеççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ тĕспе çыхнă салфеткăсем те хăйсен вырăнне
тупнă. Çемçе диван çиттине те Елизавета Никифоровна хăй аллипе маçтăрланă. Сакăр
вун икĕ çулхи кинемейĕн ахаль ларма пĕр вăхăт та çук темелле. Ача чухнех
тĕрлеме-çыхма юратнă вăл. Ÿсерехпе вара хитререх те илемлĕрех япаласем çыхас
туйăм унăн татах та вăй илнĕ. Лисук аппа кăçал çеç пилĕк теçеткене яхăн
çăвăнмалли мунчаласем çыхнă. Хĕрарăм хăй аллипе маçтăрланă алсиш-нуские,
мунчаласене, илемлĕ шальсене сутмалăх та хатĕрлет. Çипписене вара ачисем килсе
параççĕ. Унăн ĕçĕсене куравсене те тăрататпăр. Çулĕсем пур пулин те, Лисук аппа
ĕçсĕр лармасть, кунсеренех алла йĕппе çип е çекĕл тытса илемлĕ эрешсемпе
япаласем маçтăрлать. Кукăль-çăмах пĕçерсе кашни уяврах пурне те сăйлать.
Э.МАКАРОВА,
Питĕшкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ.