АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕкре çĕнĕ çурт çĕкленет

28 октября 2013 г.

Нумай хваттерлĕ юхăннă çуртсенче пурăнакансене республика Программипе
килĕшÿллĕн хăтлă хваттерсене куçараççĕ. Ку ĕç пирĕн районта та пулса пырать. Акă
Элĕкри МСО район центрĕнче тепĕр çурт çĕклеме пуçларĕ. 22 хваттерлĕ пулĕ вăл.
Унта, строительство ĕçĕсем вĕçленсен, кивĕ çуртсенче пурăнакансене куçарĕç.

Çĕнĕ çуртăн никĕсне сентябрь уйăхĕнче янă. Строительсем кĕске вăхăтрах чылай
ĕç пурнăçлама пултарнă – пĕрремĕш хута кирпĕчпе купаласа пĕтернĕпе пĕрех.
Паллах, тумалли нумай. Кирпĕч хуракансем çитеççĕ, пурте – вырăнти çынсем. Вĕсене
пулăшакансем те пур. Строительсем уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ, ир
пуçласа каçченех ĕç вырăнĕнчен уйрăлмаççĕ.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика