28 октября 2013 г.
Хуть те мĕн калăр та, ватăрах çынсем хăйсем сисмесĕрех вут-кăварпа
асăрхануллă пуласси çинчен манаççĕ: е пирус тĕпне сÿнтермесĕрех пăрахаççĕ, е газ
плити кунĕпех çунса ларать е тата пÿртри кăмака тĕтĕм-сĕрĕм кăларать.
Пушар тухасран сыхланас тĕллевпе районти пушар хуралĕн надзорĕн тĕп
инспекторĕ А.Ефимов ертсе пынипе Шĕмшеш ялĕнче ватăсем вăхăтлăх пурăнакан çуртра
тĕрĕслев ирттернĕ. Пушарнăйсем çуртсемпе хуралтăсене пăхса тухнă, нормăпа право
акчĕсене еплерех пăхăннипе кăсăкланнă, çавăн пекех вут-çулăма сÿнтермелли
хатĕрсемпе усă курмалли правилăсене тишкернĕ. Тĕрĕслев Шĕмшешри ватăсен çуртĕнче
вут-çулăм енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине кăтартса панă.
Г.ГЕННАДЬЕВ