АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Англирен чăвашла салам килет

30 октября 2013 г.

Вутлан ялĕнчи Мария Дмитриевнăпа Анатолий Петрович Михайловсем çичĕ ача –
тăватă хĕрпе виçĕ ывăл пăхса ÿстернĕ, вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Паян ачисем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ, авланнисем те, качча тухнисем те пур. Хĕрĕ
Марина Анатольевна институт пĕтернĕ хыççăн ют çĕр-шыва ĕçлеме кайнă, телейне те
унтах тупнă, нимĕç каччипе пĕрлешнĕ. Темиçе çул каялла вĕсен туйне ашшĕ Австри
тĕп хулине Венăна кайса килнĕччĕ. Халĕ çамрăк мăшăрсем Англире пурăнаççĕ,
çемьере хĕр пĕрчи çитĕнет, ăна кукамăш ятне панă. Нимĕç тăхлачă та çав ятлах
иккен. Пĕчĕк Мария пысăк Мария патне тăтăшах чăвашла саламсем ярать.

– Хĕрĕн çемйипе скайппа час-часах çыхăнатпăр, – савăнса пĕлтереççĕ хисеплĕ
ватăсем. – Мăнукăма чăвашла та вĕрентеççĕ.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика