АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăха çĕнетнĕ

30 октября 2013 г.

«Рабия» Агрофирма» кăçалхи çанталăкăн йывăр условийĕсенче япăх мар ĕçлесе
пычĕ. 1392 гектар çинчи тĕш тырă культурисене вăхăтра пухса кĕртнĕ. 2068 тонна
халĕ кĕлетсенче типтерлĕ упранать. Кĕр тыррисем 534 гектар йышăнаççĕ, вĕсене
агротехникăлла сроксенче акса хăварнă.

Кĕрхи çĕртме сухи тăвассине икĕ сменăпа йĕркеленĕ, пурĕ 356 гектар сухаланă.
Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçсем пынă, 167 гектар лаптăка
сухаласа çемçетнĕ.

Çитес çул çурхи тĕш тырă культурисене лайăх пахалăхлă вăрлăхпа кăна акса
хăварма тĕллев лартнă. Хуçалăхра акмалли тырăсем çителĕклĕ. Тĕпрен илсен, вĕсене
çĕнетессипе иртнĕ çулах ĕçленĕ. Раиса Кузьмина тĕп агроном ака стандартне
ларайманнисене çывăх вăхăтрах алассине йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика