30 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Раççейри мĕн пур налук инспекцийĕсенче налук
тÿлекенсем, уйрăм çынсем валли, Уçă алăксен кунĕсем иртрĕç. Элĕкре те пулчĕ вăл.
Налук службин специалисчĕсем уйрăм çынсен пурлăхĕшĕн, çĕршĕн, транспортшăн
илекен налуксене шутласа палăртмалли тата тÿлемелли йĕрке çинчен, вăл е ку
муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи çăмăллăхсемпе виçесем, налукпа çыхăннă ытти ыйту
пирки тĕплĕ каласа пачĕç.
Уçă алăксен кунĕнче налук инспекцийĕ вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлерĕ. Налук
службин сайтĕнче онлайн-сервиссемпе усă курмалли майсем те пулчĕç.