АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусем пăхса тухрĕç

05 ноября 2013 г.

Район адимнистрацийĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ
ларăвĕ ĕçлерĕ. Депутатсен Пухăвĕ 10 ыйтупа кун йĕркине çирĕплетрĕ.Лару
пуçламăшĕнче депутатсем район бюджетне кăçалхи 9 уйăхра мĕнлерех пурнăçланине
пăхса тухрĕç. Кун çинчен финанс пайĕн начальникĕ Н.Павлова каласа пачĕ. Тăхăр
уйăхра район бюджетне 181772,4 пин тенкĕ – çулталăкăн 66,8 проценчĕ пырса кĕнĕ.
Çакăнтан налук тата налук мар тупăшсем – 27289,4 пин тенкĕ, республика
бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар укçа – 154483 пин тенкĕ. Налук тата налук
мар тупăшсем çулталăклăха палăртнинчен 60,6 процентпа танлашнă, çакă унчченхи
çулхинчен 11 процент е 2724,4 пин тенкĕ нумайрах.

Тăхăр уйăхра район бюджетне тăкаксем енĕпе 175356,2 пин тенкĕлĕх пурнăçланă
(çулталăклăха палăртнинчен 63,3 процент). Район бюджечĕн 61 процентне вĕренÿ ĕçĕ
валли, наци экономикине аталантарма 10,8 процент, пĕтĕмĕшле патшалăх ыйтăвĕсене
татса пама – 7,5, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха – 3,8, культура ĕçне
3,1 процент тăкакланă.

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина вырăнти хăй тытăмлăх
органĕсем умĕнче муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕрпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе
тăракан задачăсем çинчен каласа пачĕ. Райадминистрацин строительство тата
обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай ертÿçи А. Терентьев йăлари типĕ
каяшсене пĕтерес ĕç мĕнле пыни çинчен пĕлтерчĕ.

Кун хыççăн депутатсем район депутачĕсен Пухăвĕн 2011 çулхи раштавăн
28-мĕшĕнчи налук ыйтăвĕсене йĕркелесси çинчен тунă йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç.

Депутатсем район муниципалитечĕн çул-йĕр фондне туса хурассишĕн сасăларĕç.

Ларура пулнисем çавăн пекех районта физкультурăпа спорта аталантарасси мĕнле
пулса пынине, полици уйрăмĕн 9 уйăхри ĕçĕсен отчетне итлерĕç, контрольпе шутлав
органĕ еплерех ĕçленине пăхса тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика