05 ноября 2013 г.
Халĕ çемье çавăракан мăшăрсем хăйсен туй кунне информаци технологипе усă
курса палăртма пултараççĕ. Юлашки вăхăтра районти ЗАГС пайне кун пек заявлени
паракансен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ.
Халĕ Элĕкри ЗАГС пайĕ гражданла регистраци акчĕсене пĕтĕмĕшле компьютерпа усă
курса хатĕрлет. Çакă электронлă архив фондне йĕркелеме май парать. Кунсăр пуçне
вĕсене хут çине çырассине, ятарлă папкăсенче упрассине те пăрахăçламан. Районти
ЗАГС пайĕ 96 çул пĕр чарăнми архив фондне пуянлатса пырать. Кашни çын çинчен
пухнă информаци 100 çул таран упранать. Хыççăн яланлăхах – патшалăх архивне
куçать.
Элĕк районĕнчи ЗАГС пайĕнче 1869 çулта çырма пуçланă граждăнла регистраци
акчĕсем упранаççĕ. Вĕсем социаллă демографилле лару-тăрăва тишкерме, сăнама май
параççĕ. Паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри – электронлă архива йĕркелес ĕçе кĕске
тапхăрта вĕçлесси. Пысăк калăпăшлă ĕçе пурнăçлама ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă
ЗАГС пайне икĕ пулăшакана илтĕмĕр. Алена Семеновăпа Олеся Терентьева паянхи
кунччен 1936-2012 çулсенче çырнă актсен электронлă базине хатĕрлерĕç. 105651
документа электронлă архива кĕртнĕ.
Электронлă архив йĕркелеме пуçланăранпа унччен çуралнине (157), вилнине (42),
мăшăрланнине (19) çирĕплетекен документсем пулманран çĕнĕрен тунă тĕслĕхсем те
сахал мар. Кун пек чухне районти ЗАГС пайĕ суда тухать, унта йышăну кăларнине
тĕпе хурса граждăнла регистраци актне хатĕрлет.
Мария НИКОЛАЕВА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.