05 ноября 2013 г.
2010 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина
страхлавĕ çинчен» федераци саккунĕн 51 статйипе килĕшÿллĕн 2011 çулхи январĕн
1-мĕшĕччен панă медицина страхлав полисĕсем вĕсене пĕрлехи тĕслĕхлĕ медицина
страхлав полисĕсем çине ылмаштариччен вăйра тăраççĕ. Кун пек чухне унăн вăхăчĕ
хăçан тухни те, социаллă статусĕ те, страхланă çыннăн ĕç вырăнĕ те пĕлтерĕшлĕ
мар. Паян гражданин маларах панă хăйĕн аллинчи полиспах медицина пулăшăвĕпе усă
курма пултарать. Ăна васкавлах улăштарма кирлĕ мар, енчен те страхлав
организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ чарăнмасть пулсан.
Пĕрлехи тĕслĕхлĕ полиссене чи малтан анчах çуралнисене, темĕнле сăлтава пула
полиссăрах пурăннисене, çавăн пекех хушаматпа ята тата ашшĕ ятне, пурăннă вырăна
(Раççей Федерацийĕн урăх субъектне куçса кайнă чух), страхлав медицина
организацине улăштарнă чухне параççĕ.