08 ноября 2013 г.
Вутлан ялĕнчи Зоя Макаровнăпа Степан Иванович Ивановсем пĕрле çемье çавăрса
пурăнма пуçлани çур ĕмĕртен иртсе кайнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть вĕсен виççĕмĕш
ывăлĕ Владислав аллă çулхи менелникне паллă турĕ. Çавра çул уявĕнче унăн хĕрĕ
Настя, чи малтан сакăр вун пиллĕкри аслашшĕпе çитмĕл çиччĕри асламăшне хисеп
туса, çапла каларĕ:
– Çак тĕнчене килнĕшĕн пирĕн сире тав тумалла. Сирĕн кун-çулăр татах вăрăма
тăсăлтăр.
Тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, ултă ача çуратса ÿстерсе
пурнăç çулĕ çине кăларнă Ивановсем. Халĕ вĕсене вун пиллĕк мăнукĕ, мăнукĕсен
ачисем вуннăн савăнăç кÿреççĕ. Ку йыш малашне татах хушăнасса шанаççĕ ватăсем.
А.ИВАНОВ.