АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртнăшăн штраф тÿлетĕн

08 ноября 2013 г.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен табак туртассине хирĕç кĕрешмелли саккуна пăснăшăн çĕнĕ
штрафсем вăя кĕреççĕ.

Çавăн пекех реклама пирки калакан саккуна та улшăнусем кĕртнĕ – текех табака
пачах та рекламăлама юрамасть.

Туртнине сăнлакан мультфильмсемпе тата кинофильмсемпе мĕн тумалли пирки чылай
хушă тавлашнă хыççăн çакăн пек йышăннă: халиччен тухнă фильмсем мĕнле пулнă,
çаплипех юлччăр, çĕннисенче вара чарусем пулмалла. Çапла вара ачасем валли
çĕнĕрен тухакан кино-, радио-, телефильмсенче тата ятарлă программăсенче чĕлĕм
туртнине сăнлани тата табака рекламăлани пач та пулмалла мар. Çакна пăхăнман
авторсене питĕ пысăк штраф кĕтет.

Аслисем валли кăларакан фильмсемпе программăсенче те туртнине сăнлас енĕпе
чарусем пур.

Обществăлла вырăнсенче туртнăшăн малашне вăтамран 500-1000 тенкĕлĕх штраф
парĕç. Табак туртассине хирĕç кĕрешмелли саккуна пăсни ачасене пырса тивет
пулсан вара явап тата пысăкланать. Çул çитмен çамрăка пирус сутнăшăн граждансене
3-5 пин тенкĕлĕх штрафлĕç, должноçри çынсене – 30-50 пин тенкĕлĕх, юридици
сăпачĕсене – 100-150 пин тенкĕлĕх.

Ача-пăча площадки çинче туртакансен 2-3 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ. Аслă
çулхи çын ачана сигарет сĕнсен ăна 2 пин тенке яхăн штрафлĕç.

Пĕр-пĕр организаци территорийĕнче «Туртма юрамасть» тесе çырса çакнă-тăк,
анчах та кунта çав-çавах кам та пулин туртсан, организаци ертÿçин штраф тÿлеме
тивĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенĕн çавăн пекех туртакансем валли ятарлă вырăн уйăрса
хатĕрлемелле. Çапла тумасан ăна каллех явап тыттарма пултараççĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика