АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Княгиня килнĕ

13 ноября 2013 г.

Чÿк уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ Унăн
Император Высочестви Аслă Княгиня Мария Владимировна Государыня ĕçлĕ визитпа
пулнă.

Çак кунсенче вăл Мария Шестовăн вил тăприйĕ шутланакан вырăнта, Введени
кафедра соборĕнче, «Булгар» мечетре тата ытти çĕртре пулса курнă. «Çĕнтерÿ»
асăну паркĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне чечексем хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе
Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

Мария Владимировна Аслă Княгиня, Испанире пурăнаканскер,Чăваш Ене хальхипе
виççĕмĕш хут килнĕ. Чи малтан кунта вăл çемйипе пĕрле 1993 çулта пулнă. 2003
çулхи утă уйăхĕнче – тепре. «Сирĕн республикăра влаçпа тĕн хушшинче лайăх
симфони пурри сисĕнет, ку вăл – ытти регионшăн ырă тĕслĕх. Апла тăк эсир
шанчăклă алăра тата тĕрĕс çулпа пыратăр», – тенĕ Аслă Княгиня халĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика