13 ноября 2013 г.
Урамра иртенпех çумăр пĕрĕхет пулин те Анат Татмăш ялĕнче пурăнакан Геннадий
Никифоров пÿрте кĕме шутламасть-ха.
– Техника юсавлăхне тĕрĕслерĕм. Çанталăк уяртсан çĕре сухаласшăн, – терĕ вăл,
хăй трактор çинчен ансах ĕçне тепĕр хут тишкерчĕ.
Геннадий Димитриевича ача чухнех темĕн тĕрлĕ техника кăмăла кайнă. «Эпĕ
тракторист, çĕр çынни пулатăп», – ĕмĕтленнĕ мĕн пĕчĕкрен. Шухăшлани пурнăçа кĕнĕ
унăн. Г.Никифоров шкултан вĕренсе тухсан тÿрех çар ретне тăнă. Вăл салтак
тивĕçне 1978-1980 çулсенче Омск облаçĕнче пурнăçланă. Хĕсметрен таврăнсан яш
тÿрех техника çине ларнă та çирĕм пилĕк çул унтан анман тесен те йăнăш пулмĕ.
Вăл чĕрĕк ĕмĕр «Волга» хуçалăхра вăй хунă.
– Юратусăр вара пурнăç та, телей те çук. Хам килĕштерни ялтах пурăнатчĕ, –
иртнине аса илчĕ Геннадий Димитриевич.
Галинăна куçран вĕçертмен каччă. 1983 çулта иккĕшĕ çемье çавăрнă. Çамрăк арăм
хуçалăх ĕçĕсенчен те пăрăнса юлман, сысна ĕрчетнĕ çĕрте, дояркăра чылай çул
тимленĕ. Халĕ Галина Степановна ялти лавккара сутуçăра тăрăшать. Кил хуçи арçынĕ
пилĕк-ултă çул каяллах хăйĕн ĕçне пуçарса янă, хресчен-фермер хуçалăхне
йĕркеленĕ. Малтанах техника енчен йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çавăнпа та кредитпа
усă курнă. Геннадий Никифоровăн хуçалăхĕнче халĕ темĕн тĕрлĕ техника та пур.
– Ялти пурнăçа кăмăллатăп. Çĕре юратсан вăл вăй-хăват парать, – ăнлантарчĕ
арçын.
Никифоровсем вун ултă гектар çинче ĕçлеççĕ, çавăн пекех арендăна илнĕ çĕрсем
те пур. Килти хушма хуçалăха аталантарас ĕçре мăшăрĕпе икĕ ывăлĕн тÿпи те питĕ
пысăк. Дима халăхран сĕт турттарассипе пуçарулăх кăтартать. Денис вара тĕп
хулара предприниматель ĕçне пуçарса янă. Никифоровсен килти хушма хуçалăхне
пĕчĕк ферма тейĕн: тăватă пуç вăкăр, сумалли икĕ ĕне. Вĕсене хĕл каçарма, пăхса
тăма ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ. Мăшăрне çăмăллăх кÿрес тесе Геннадий Димитриевич
ĕне сумалли аппарат та туяннă.
Трактор-машина арканса каять-и – Г.Никифоров хăех техникăна çийĕнчех çĕнĕ
«пурнăç» парнелет. Ÿркенменскер кирлĕ мар ăпăр-тапăра çÿп-çап тăкмалли ятарлă
вырăна кайса пăрахассине те йĕркеленĕ.
Ĕçчен çын пур енĕпе те тăрăшуллă. Ялти драма кружокне çÿрет, спектакльсенче
вылять.
– Мăшăрăмпа пĕрле килĕштерсе, пĕр чĕлхерен тенĕ пек пурăнатпăр, йывăрлăхсене
çĕнтерсе пыма тăрăшатпăр, – палăртрĕ кил хуçи.
Геннадий Димитриевичпа Галина Степановна пурнăçпа тан пыраççĕ.
А.ЗИМОВА.