14 ноября 2013 г.
«Новый путь» хуçалăх ертÿçипе Иван Игнатьевпа темиçе хутчен те тĕл пулса
калаçнă. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарсан вăл нихăçан та
мухтанса калаçнине илтмен. Ÿсĕм çăлкуçĕн вăрттăнлăхĕ, паллах, пĕрле, пĕр ĕмĕтпе
ĕçленинче.
«Новый путьре» кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1378 гектар çинче
туса илнĕ. Вырма ĕçĕсене япăх мар вĕçленĕ ял хуçалăх кооперативĕ. Вăтам тухăç –
18,9 центнер.
Фермăсенче ĕçлекенсем те йывăрлăхран хăрамаççĕ. Чăваш Республикин тава
тивĕçлĕ зоотехникĕ Иван Николаев выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерессишĕн пысăк
вăй хурать. Хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев кăтартса, вĕрентсе пынипе
«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне ĕçе хăюллăн кĕртсе
пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантарассипе кал-кал ĕçлеççĕ.
Фермăсен çурчĕсене çĕнетсе пыма майне пĕлеççĕ. Хуçалăхра çулленех пĕрер çурт
çĕклеççĕ. Нумаях пулмасть-ха Юлăш уйрăмĕнче пăрусен типлă витине ĕçе янăччĕ.
Хыççăнах тепĕр пысăк объект ÿссе ларчĕ. Ку ĕнесем валли. Черетре – шĕвĕшсем. Ял
пуçĕнчи таса уйра çĕнĕ ферма ĕçе кайнăранпа нумаях пулмасть-ха. Пĕлтĕр кунта
тепĕр улăп-вите хушăнчĕ. Чăваш Сурăмĕнчи фермăра пĕр ĕне витине кĕске вăхăтрах
хăпартнăччĕ. Кăçал вара иккĕмĕшне те черет çитрĕ. Хуçалăхра сăвакан ĕнесем 400
пуç, мăйракаллă шултра выльăхсем – 1246, сыснасем 207 пуç. Ĕнесем, сыснасем те
ăратлă. Иртнĕ тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 5026 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку
кăтарту, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, чылай лайăхрах. Пĕлтĕр пурĕ 1757 тонна сĕт
туса илнĕ пулсан, кăçал – 2010 тонна. Выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ те пысăк.
Ĕне выльăхсем 678-шар грамм хушăннă пулсан, сыснасем – 438-шар грамм.
Иртнĕ тăхăр уйăхра таварсем, продукци сутнипе, тĕрлĕрен ĕçсем, пулăшу ĕçĕсем
пурнăçланипе 52769 пин (пĕлтĕр 47217 пин) тенкĕ тунă, хăйхаклăх 45161 пин
тенкĕпе танлашнă. Хуçалăхра пурĕ 181 çын ĕçлет. Вĕсен ĕç укçийĕ те ÿссех пырать.
Пĕлтĕр вăтам ĕç укçи 7605 тенкĕ шутланнă пулсан, кăçал ку хисеп 9360 тенке
çитнĕ.
«Новый путь» – районти чи лайăх аталанакан хуçалăх. Вăл хăйĕн вăйĕпе тĕрлĕрен
хаклă оборудовани туянать. Юлашки çулсенче машина-трактор паркĕсене те тĕпренех
çĕнетнĕ. Кĕр тыррисене пысăк лаптăк çине акса хăварнă. Çĕртме сухине 600 гектар
ытла пурнăçланă.
Елена ТИМОФЕЕВА.