18 ноября 2013 г.
Владимир Алексеевич Гордеев 1953 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Изванка ялĕнчи
нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вăл шкула çÿренĕ вăхăтрах спорта юратнă,
районти ăмăртусене хутшăннă. В.Гордеев 1972 çулта Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе
тухнă та Ленинград хулинчи строительство управленийĕнче монтажникра ĕçлеме
пуçланă. Каччă çав вăхăтрах строительство училищинче те пĕлÿ илет.Кунта професси
илнĕ Вовăна спорта кăмăллани тренерсен шкулĕн бокс уйрăмне илсе çитерет. Хастар
яшăн пултарулăхĕ кулленех ÿссе пынă, Ленинград хулинчи тата облаçĕнчи
ăмăртусенче малтисенчен пĕри вăл. Изванка ялĕн çамрăкĕ Пĕтĕм Союзри турнирсене
те хутшăнать, медальсене тивĕçет. Вăл 1976 çулта Иваново-Франковск хулинче бокс
енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Союзри турнирта çĕнтерет те Ленинград хулинчи спартакиадăра
мала тухать, чемпион пулса тăрать. Владимир Алексеевича «СССР спорчĕн мастерĕ»
ят параççĕ. Çав çулхинех Раççей спартакиадинче «Спорт чемпионĕ» ята та тивĕçет.
В.Гордеев Элĕк Енри спорта аталантарас ĕçе те пысăк тÿпе хывать. Мăн Вылă,
Йăлкăш, Элĕк, Тени, Вутлан шкулĕсенче ачасене физкультурăна вĕрентет, чылайăшне
спортпа çывăх туслаштарать.
В.Гордеев 2001 çулта Элĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче
тренер-вĕрентекенре ĕçлеме пуçлать. Унăн занятийĕсене çÿрекенсем пĕр хутчен кăна
мар Атăл тăрăхĕнчи республикăсен, Раççей чемпионĕсем пулса тăнă. Вĕсенчен Раççей
спорчĕн мастерĕсем – 3, Раççей спорчĕн мастерĕсен кандидачĕсем – 14.
Владимир Алексеевич, 35 çула яхăн вĕрентекенре тăрăшса, физкультура юхăмне
массăллă тăвасси, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси, çитĕнекен ăрăва
физкультурăпа спорта анлă явăçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ахальтен мар
унăн бокспа туслашнă ачасем сахал мар. Владимир Алексеевичăн вĕренекенĕ Максим
Максимов 2006 çулта «Раççей чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.
– Эпĕ ăс панисем, хăшĕ-пĕри çар училищисенчен те вĕренсе тухрĕç. Кусем – Мăн
Вылăри Юрий Петров, Андрей Крмаков, Смородинăри Юрий Гавриков, Атмалкассинчи
Александр Толстов, – пĕлтерчĕ пултаруллă спорт çынни.
Владимир Гордеева 1997 çулта спорт тытăмĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Чăваш
Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Ĕнер вăл
хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Сергей
ЛАВРЕНТЬЕВ.