АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тата çемье

18 ноября 2013 г.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче республикăра тата районта «Ачасем тата
Çемье» акци иртет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа йĕркеленĕ. Унăн тĕп
тĕллевĕсенчен пĕри – йывăр çемьесене малтанхи тапхăрта тупса палăртас ĕçе
лайăхлатасси, социаллă тăлăхсен, ачасене пусмăрланă, хĕненĕ тĕслĕхсен шутне
чакарасси тата профилактика ĕçне вăйлатасси.Районти мероприятисен планĕпе
килĕшÿллĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене валли
ырăкăмăллăх акцийĕ ирттерет. Çынсенчен ачасемпе аслисене валли çи-пуç, шкулта
усă курмалли япаласем, тетрадьсем йышăнать. Çавăн пекех теттесем, урана
тăхăнмалли пушмаксем илсе килсе пама пултараççĕ. Вĕсене йывăр çемьесене валеçсе
паратпăр.

И.КОРНИЛОВА,

социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика