18 ноября 2013 г.
РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин, статс-секретарь – министр
çумĕ Андрей Пудов тата РФ Пенси фончĕн Управленийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ
Александр Куртин федераци тата регионсен массăллă информаци хатĕрĕсен
журналисчĕсем вали «Пенсин çĕнĕ формули тата пенси валли пухăнакан укçана
йĕркелемелли тытăма çĕнетсе улăштарасси» темăпа курав трансляци урлă
пресс-конференци ирттерчĕç. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре обязательнăй
пенси страховани тытăмĕнче граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине
çĕнĕлле йĕркелеме пуçлаççĕ. Çакна РФ Правительствин 2012 çулхи декабрĕн
25-мĕшĕнчи 2524-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Ăна РФ Правительстви ырланă тата
Федераци Пухăвне сÿтсе явма тăратнă.
Пресс-конференцире сÿтсе явмалли ыйту чылай пулчĕ. Пенси виçине çĕнĕлле
йĕркелени пурне те кăсăклантарать. Сăмахран, пенси страховани пайĕ çĕнĕ йĕрке
тăрăх тулли виçепе 2015 çултан ĕçлеме тытăнакансен кăна йĕркеленет. Халĕччен
страховани стажĕ пухăннисен пенси прависене шута илеççĕ, сыхласа хăвараççĕ тата
гаранти йĕркипе пурнăçа кĕртеççĕ. Çитес çул вĕсене пенсин уйрăм коэффициенчĕсене
– çакна шута илмелли çĕнĕ хатĕре – конвертацилеççĕ.
Пенсин страховани пайне çĕнĕ йĕркепе шутланă чухне «пенсин çулталăкри
коэффициенчĕ» ăнлавпа усă курма тытăнаççĕ, унпа гражданинăн ĕçленĕ кашни çулне
хаклаççĕ. Çавăн пекех этем пурнăçĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене – çарта
хĕсметре тăнине, кăкăр ачине, сусăр ачана, 80 çултан иртнĕ ватта пăхнине – стажа
кĕртеççĕ, вĕсен коэффициенчĕсем ĕçлекеннисене пырса тивекеннисенчен уйрăлса
тăраççĕ.
Страховани пайне шутланă чухне вĕсене пĕрле хушаççĕ, суммине тивĕçлĕ канăва
каярах тухнăшăн паракан коэффициент тата пенсин çулталăкри коэффициенчĕн хакĕ
çине хутлаççĕ тата пенсие каярах юлса тухнăшăн хавхалантаракан виçе чухлĕ
пысăклатса çирĕплетнĕ тÿлев параççĕ. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ канăва
каяссине каярах хăварса пырсан кашнин çулталăкшăн страховани пайне хушса
пыраççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл – 2015 çулта ватлăхри ĕç пенсине тивĕçмелли пĕтĕмĕшле
чи пĕчĕк кăтарту 15 çулпа танлашмалла. Кун чухлĕ пухайманнисен социаллă пенси
ыйтма тивет (хĕрарăмсен – 60, ар çынсен 65 çулта). Иккĕмĕш услови – тивĕçлĕ кану
ÿсĕмне çитиччен пенси правине 30 коэффициент чухлĕ йĕркелемелле.
Инвалидлăхпа тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе пенси памалли условисем
халĕчченхи пекех юлаççĕ. Çавăн пекех сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте тăрăшакансен те
маларах пенсие тухас йĕрке сыхланса юлать.