20 ноября 2013 г.
Тыр-пул пухса кĕртнĕ тапхăрта «Правда» хуçалăхăн уйĕ-хирĕнче хĕрÿ ĕç шавĕ
чарăнма та пĕлмерĕ. Тырра «Дон» комбайнсемпе вырчĕç. Вĕсене опытлă
механизаторсем Вячеслав Аверкиевпа Валериан Мышкин, Юрий Захаров пĕр тикĕс
ĕçлеттерчĕç.
Ылтăн пек тырă йĕтем çине пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăчĕ. Ăна аласа тасатассипе
Алексей Быков кладовщик ертсе пыракан звено тăрăшса ĕçлерĕ. Çак кунсенче те
вăрлăх хатĕрлессипе тимлеççĕ. Çитес çул акмалли пур культурăсене те ака
стандартне лартма палăртнă.
Ехремкассисем техникăна пăхса тăрассине те тĕпе хураççĕ. Ĕçрен пушаннă ял
хуçалăх машинисене, ытти техникăна та тасатса тирпейлерĕмĕр. Вĕсене хĕл каçарма
кирлĕ пек вырнаçтарса лартрăмăр.
Ю.НИКАНДРОВ,
хуçалăх инженерĕ.