20 ноября 2013 г.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Вутланти тулли мар вăтам шкул 100 çул тултарать. Çĕнĕ
шкул вара 1984 çулта уçăлнă. Паянхи куна илес пулсан, асăннă вĕренÿ
учрежденийĕнче пурĕ хĕрĕх виçĕ ача пĕлÿ илет.– Ачасен шучĕ çулсеренех чакса
пырать. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче тăватă ача ытларах вĕреннĕ. Кăçал пĕрремĕш хут
парта хушшине çичĕ ача ларчĕ. Вĕсене Ольга Никандровна Владимирова çырма-вулама
вĕрентет. Опытлă педагог вĕренÿ тытăмĕнче вăтăр çул ачасене пĕлÿ тата воспитани
парассипе тимлет, – шкулти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен
çумĕ.
Полина Аркадьевна Степанова хăй те вĕренÿре çĕнĕ çын мар. Химипе биологи
учителĕ асăннă шкулта вăтăр çул тăрăшать, 2003 çултанпа вара директорăн вĕренÿ
енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хурать. Вăл палăртнă тăрăх, тулли мар вăтам шкулта
пурĕ вунă учитель ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштараççĕ. Татьяна Александровна
Евдокимовăн педагогика стажĕ çирĕм ултă çулпа танлашать, вăл – аслă категориллĕ
учитель. Пĕрремĕш категориллисем пиллĕкĕн шутланаççĕ.
– Ачасем Вăрманкас, Вутлан, Тури Татмăшпа Анат Татмăш, Тăвăш Юнтапа ялĕсенчен
пĕлÿ илме çÿреççĕ. Шкул çумĕнче автобус çукки чăрмав кÿрет. Вĕренекенсем çуран
та, велосипедпа та килеççĕ, – пăшăрханăвне пĕлтерчĕ Полина Аркадьевна.
Вутланти тулли мар вăтам шкула иккĕмĕш çул Людмила Аверкиевна Никандрова
ертсе пырать.
– Пĕчĕк коллективра эпир пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Чăваш чĕлхипе
литература предмечĕсене вĕрентекен Алиса Николаевна Львова авă ачасене тĕрлĕ
конкурссене явăçтарать. Вĕренекенсене тăван ене, хамăрăн чĕлхене юратма
вĕрентет. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Владимировна
Пантелеймонова та район шайĕнче иртекен мероприятисенче палăрать, – пĕлтерчĕ
директор.
В.Гордеев физкультура учителĕ пулнă май, шкул ачисене спорт мероприятийĕсене
хутшăнтарать. Акă районта иртнĕ мини-футбол вăййинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Кашни вĕренÿ çулĕнчех юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. 2011 çулта тĕпрен тăрă витнĕ.
Кăçал вара ашшĕ-амăшĕсем укçа енчен чылай пулăшнă. Çавна май, классенче,
коридорсенче косметикăлла юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
– Чи пысăк класс саккăрмĕш шутланать. Унта сакăр ача вĕренет. Улттăмĕшĕнче
вара икĕ ача çеç, – пĕлтерчĕ Людмила Аверкиевна.
Юрий Пантелеймонов тăрăшнипе вĕренекенсем юрă-кĕвĕ тĕнчине мĕн пĕчĕкрен
хăнăхаççĕ. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен ачасемпе пĕрле районта çеç мар,
республикăн пысăк сцени çине те нумай тухнă, дипломант, лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Вутлан шкулĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çав
ятпа асăннă кун вырăнти культура çуртĕнче кăнтăрла савăнăçлă мероприяти иртет.
Уява педагогика ветеранĕсене, шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисене, кунта
ĕçленисене чĕнеççĕ.
Вера МОРОЗОВА.