23 ноября 2013 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнчи 500-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи уйрăм категориллĕ граждансене республика бюджетĕнчен çурт-йĕрпе коммуналлă тÿлевсемшĕн социаллă пулăшу памалли йĕркесене çирĕплетнĕ.
Педагогика ĕçченĕсем икĕ тĕрлĕ социаллă пулăшуран пĕрне – кашни уйăхра паракан тÿлеве е укçа компенсацине илме пултараççĕ. Педагогика ĕçченĕсен хăш социаллă пулăшăва илессине раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен районти социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтермелле – кунта пырса заявлени çырмалла. Заявленипе пĕрле паспорт тата ĕç кĕнекин копийĕсем пулмалла.
Кашни уйăхра паракан тÿлеве пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕн социаллă нормин республикăри стандартĕнчен шутласа палăртаççĕ. Укçа компенсацине суйласа илнисен кашни 6 уйăхран çурт-йĕре хутса ăшăтма çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн, электроэнергишĕн, коммуналлă хваттерте пурăннăшăн тÿлекен счетсене, квитанцисене, расчет кĕнекисене тăратмалла. Çăмăллăх илекен ĕç килĕшĕвне татас пулсан çакăн çинчен виçĕ кун хушшинче социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтермелле.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ.