АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçшĕн – орден

27 ноября 2013 г.

Виталий Иванов Крымсарайка ялĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл хăйĕн пурнăçне ял хуçалăх производствине йĕркелес ĕçе халалланă.Крымсарайкăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн кун-çула çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма шут тытнă. Мĕншĕн тесен ачаранах ял пурнăçне юратса çитĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне бригада ĕçĕсене хутшăннă. Пултаруллисене ял-йыш тÿрех асăрхать. Витали çамрăклах пысăк шанăçа тивĕçет: ял çыннисен пухăвĕнче бригадира суйлаççĕ. 1961-1974 çулсенче вăл – бригадир. Хăй вăхăтĕнче виçĕ колхоз пĕрлешсе пысăклансан, «Питишевский» совхоз йĕркеленсен, уйрăм управляющийĕ пулса тăрать. Ку должноçра Виталий Иванович тăватă çул тимлет. 1983-1992 çулсенче – Ярхуньушкăньри сысна фермин заведующийĕ. Хыççăн, тепĕр тăхăр çул, каллех бригадир. Виталий Иванова нумай çул пысăк хастарлăх кăтартса ĕçленĕшĕн 1966 çулта «Хисеп палли» орден парса чыс тунă.

Ĕçĕ-хĕлĕпе кăна мар, çемьерен те телейлĕ Виталий Иванович. Уйкас хĕрне Раисăна качча илнĕ. Мăшăрсем çăмăл мар «лава» алă çул ытла пĕрле туртаççĕ. Çав тапхăрта вăрман ĕçленĕ, йывăç та турттарнă вĕсем. Капмар çурт çĕкленĕ, ытти хуралтăсене те хăпартнă. Çĕнĕ çурт ача сассисемпе те тулнă. Аркадий, Алина, Алиса, Алена ачисем шанăç кÿреççĕ мăшăрсене. Хулара тĕпленнĕскерсем юратнă ĕçĕсенче тимлеççĕ. Пĕртăвансем юлашки çулсенче пысăк стройка пуçарса янă, кил-çурта тĕпрен çĕнетессипе ĕçленĕ.

С.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика