АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕлпе паллашнă

30 ноября 2013 г.

Элĕк районĕнче Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен канашĕн пурнăçлакан директорĕ Станислав Николаев пулнă. Тĕллевĕ – Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсем хушшинчи смотр-конкурса хутшăннă Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Вячеслав Ефимовăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси. Станислав Николаев чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тĕл пулса калаçнă. Унта ял тăрăхĕсемпе район администрацийĕ пĕрле çыхăнса ĕçлес ыйтăва хускатнă. Станислав Андреевич район администрацийĕн пĕтĕмĕшле ĕçсен ертÿçипе Зиновий Федоровпа Ехремкасси ял тăрăхне çитнĕ, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн шкул çулне çитменнисен Ехремкассинчи ушкăнĕнче те пулнă. Çавра сĕтел хушшинче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов вырăнти ыйтусене татса памалли меслетсем çинчен каласа панă. Ялсен пурнăçĕнче старостăсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. Староста çине пысăк ĕç тиенет. Урамри светильниксене çутассине автоматизацилеме ял тăрăхĕнче реле вырнаçтараççĕ. Талăкри тĕттĕм вăхăта шута илсе урамсене çутатассипе график палăртнă. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем энерги перекетлекен çĕнĕ лампăсем туянма укçа пуçтарнă.

Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешĕвĕсен канашĕн пурнăçлакан директорĕ Станислав Николаев Вячеслав Ефимов пуçлăхăн, ял тăрăхĕн ĕçне лайăх хак панă. Вăл кунта çĕннине, кирлине, усăллине те тупнă. Вĕсене вырăнти ĕç-хĕле лайăхрах йĕркелеме ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те сĕнесси çинчен пĕлтернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика