04 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕн делегацийĕн пуçарăвĕпе Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 1992 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче раштавăн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне ирттерме йышăннă. Çак кун инвалидсене общество пурнăçне туллин хутшăнтарас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ.Хальхи вăхăтра районта 1214 хевтесĕр çын пурăнать. Вĕсенчен 132-шĕ – пĕрремĕш ушкăн, 417-шĕ – иккĕмĕш ушкăн, 559-шĕ виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Вĕсене патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсене, социаллă инфраструктура объекчĕсене пĕр чăрмавсăр кĕрсе çÿреме лайăх майсем пулччăр тесе сахал мар ĕç тăваççĕ.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кăçалхи 10 уйăхра уйăхсерен паракан 8261,7 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. 11 уйăхра 13 инвалида санаторипе курорт сиплевĕн путевкисене уйăрса панă.
Социаллă пулăшу ЧР сывлăхпа социаллă аталану министерствин Элĕкри центрĕ урлă пулса пырать. Центр пĕччен пурăнакан 105 ватă çынна киле пырса пулăшать, вĕсенчен 24-шĕ – инвалидсем. Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче 21 ватăпа инвалид тимлĕхпе тараватлăх тупнă.
Г.ГРИГОРЬЕВА,
социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.