АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялтан-яла çитетпĕр, çын сывлăхне тĕрĕслетпĕр

04 декабря 2013 г.

Ял çынни темшĕн-çке сывлăх учрежденине çитсе хăйне тĕрĕслеттерме васкамасть. Ытларах çакна вăхăт çитменнипе, хăйне нимĕн те пăшăрхантарманнипе сăлтавлать. Кирек епле чир-чĕр те малтанхи тапхăрта хăй çинчен систермест, вăраха тăсăлсан çеç канăçсăрлантарать. Эпĕ Хирлеппуçĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 30 çула яхăн тăрăшатăп. Юлашки çулсенче çынсем тĕрлĕ чирпе чирлени сисĕнет. Малтанхи вăхăтра юн пусăмĕ хăпарнипе тивĕçлĕ канăва тухнисем кăна аптратчĕç. Халĕ ку чир те «çамрăкланчĕ». Хĕрĕх урлă каçнисем те медицина пулăшăвĕ ыйтаççĕ.Çакăн сăлтавне пĕр енлĕ çеç палăртма май çук. Çут çанталăк улшăнни те витĕм кÿретех. Сентресем çинчи тĕрлĕ йышши тутлă апат-çимĕç те пуриншĕн те лайăх теме çук. Утса çÿресси, хускану тăвасси те малтанхи çулсемпе танлаштарсан чакрĕ. Ытларах çăмăл машинăпа е автобуспа çÿреме кăмăллатпăр, «сенкер экран», компьютер умĕнче ларатпăр.

Пушă вăхăт нумай пулнăран эрех-сăра çине те тимлĕх уйăрма пуçларăмăр. «Хаяр шĕвек» еннелле туртăннисен шучĕ ÿсрĕ. Чĕлĕм мăкăрлантаракансем те çук мар. Тĕтĕмри тĕрлĕ сиенлĕ микрохутăшсем этем организмне пĕчĕккĕн аркатса пыраççĕ, тĕрлĕ органсен ракне пуçараççĕ. Çавăнпа та вăхăтра флюорографи тăни, ультрасасăлав тĕрĕслевне ирттерни пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи куна эпир, Хирлеппуçĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакансем, Шăлан, Писер, Торпкасси, Хирлеппуç ялĕсенчи 446 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăратпăр. Чылайăшĕ вăйпиттисем. 18 çула çитичченхи ачасем 65-ĕн шутланаççĕ. Тин çеç кун çути курнисен йышĕ пĕчĕкрех.

Хирлеппуçпа Торпкассинче пурăнакансем хăйсемех пирĕн пата килсе çÿреççĕ пулсан, Шăланпа Писере Надежда Михайлова санитаркăпа пĕрле тухса çÿретпĕр. Ватăсем, кăкăр ачисем патĕнче тăтăшах пулма тăрăшатпăр. Чирлесе ÿкнĕ çынна та чи малтан вырăнта малтанхи пулăшу паратпăр. Элĕкри участок терапевчĕ Эльвира Семеновна Яковлева та вырăна тухса чирлисене йышăнать. Тĕрлĕ эмел сĕнет, укола çÿремеллине палăртать. Хирлеппуç, Торпкасси ялĕсенче пурăнакансем хăйсемех килсе çÿреççĕ. Вырăнпа выртакансем патне хамăр тухатпăр.

Çуркунне, кĕркунне ал-ура сыпписем ыратнипе асапланакансем, шăнса пăсăлнипе хавшанисем тăтăшах пулаççĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хута янăранпа ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Унччен пÿлĕмсенче сивĕ, нÿрĕ тăратчĕ пулсан, халĕ ăшă та çутă.

Пациентсене йышăнмалли, процедурăсем ирттермелли уйрăм пÿлĕмсем пур. Пулас ача амăшĕсене, хĕрарăмсене те Элĕке ямасăрах тĕрĕслеме май килет. Медицина сестрипе санитаркăн уйрăм пÿлĕм пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Наталья

НИКАНДРОВА,

Хирлеппуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика