04 декабря 2013 г.
Элĕксем волейбол вăййине питĕ кăмăллаççĕ. Иртнĕ эрнере районта мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче малтисем мăнвылăсемпе карачурасем пулчĕç пулсан, арçынсем хушшинче кĕрешÿ питĕ çивĕч иртрĕ. Малти вырăна çĕнсе илессишĕн финалта Элĕк райповĕн çамрăкĕсемпе Ехремкасси ял тăрăхне кĕрекен «Авангард» хуçалăхăн ушкăнĕ тĕл пулчĕç. Çивĕч кĕрешÿре райпо команди мала тухрĕ, район чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕ, карачурасем иккĕмĕшсем пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна Тавăт çамрăкĕсем тухрĕç.
Çитес вырсарни кун декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин чемпионачĕн çурма финал вăййисем иртĕç. Ăмăртăва кÿршĕ районсенчи волейболистсен арçынсен командисем хутшăнĕç. Вăйăсем Элĕкри вăтам шкулăн тата «Хĕлхем» ача-пăча спорт шкулĕн залĕнче 10 сехетре пуçланĕç. Волейбол вăййине кăмăллакансене пурне те кĕтетпĕр.
Ку эрнере çавăн пекех залра футболла выляссипе ăмăртусем пуçланĕç.
С.ЛАВРЕНТЬЕВ.