АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-хăват паракан тĕл пулу

07 декабря 2013 г.

Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче Элĕкри аслă çулсенчи çынсен шкулĕн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Унта калаçу Иван Илларионович Казаков-Сэйт поэтăн пурнăçĕпе литературăри ĕç-хĕлĕпе çыхăнчĕ.Кам вăл И.И.Казаков-Сэйт поэт; Çыравçă Çулавăçран. Ун çинчен вулав залĕн ĕçченĕ А.Н.Егорова тĕплĕн каласа пачĕ. Занятире Н.И.Иванова, А.Ф.Васильева, В.П.Корнилова, Р.К.Андреева, Л.И.Сергеева, К.П.Степанова поэтăн сăввисене вуларĕç.

В.Филиппов (Çулавăçран), хуларан ятарласа килнĕ сăвăçăн хĕрĕ Раиса Ивановна Казакова-Сэйт юрăçă ватăсен пурнăçне савăнăç, хумхану, вăй-хал кĕртрĕç. Хĕрĕ ашшĕпе амăшĕ тата шăллĕ çинчен чылай эпир пĕлменнине каласа пĕлтерчĕ. Юлашкинчен вăл хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ. Раиса Сарплат (Изванкăри Р.Семенова) сăввипе çырнă юрра та шăрантарчĕ, «Çулавăç» (сăввине Ю.Сементер çырнă) «Телей» юрăсем итлекенсене тыткăна илчĕç.

Занятие интереслĕ ирттерме районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Р.Гордеева, А.Егорова, З.Удякова нумай пулăшрĕç, курав йĕркелерĕç. Диск çинчи Р. Казакова юрăçăн илемлĕ сассине итлеттерчĕç.

К.СТЕПАНОВА,

ваттисен шкулĕн ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика