АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулакана – çĕнĕ кĕнеке

07 декабря 2013 г.

Çак кунсенче районти тĕп вулавăшра Александр Ананьев çыравçăн тин кăна пичетрен тухнă икĕ кĕнекине ветерансем тишкерсе ырларĕç.Пĕринче автор Вутлан шкулĕн 100 çулхи юбилейĕпе çыхăннă пулăмсене сăнланă. Çак тапхăрта шкул мĕнле ĕçлеме пуçланине, аталанса пынине тĕплĕн çырса кăтартнă. Шкултан вĕренсе тухнă чылай ятлă-сумлă çынсене ырласа асăннă. Юлашки 63 çулта кунтан вĕренсе тухнисен тата çак шкулта ĕçленĕ вĕрентекенсен списокĕ те пур.

Иккĕмĕш кĕнеки – «Чĕрери кăмăл-туйăм» ятлă сăвăсен пуххи. Ку вăл авторăн сăвăласа çырнă пĕрремĕш кĕнеки. Унччен вăл 13 кĕнеке çырса кăларнă. Кĕнекен редакторĕ – чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. Ум сăмахĕнче вăл автора мухтать, малашне тата лайăхрах çырса кĕнекесем кăларма сĕнет.

Кĕнекере Элĕк ен тăрăхĕнчен тухнă паллă поэтсене ырласа çырнă сăвă йĕркисем пур. Пурнăçа сăнланисем те чылай. Кунтах «Асран кайми вăрçă», «Салтак çăлнă ачана», «Çамрăк гвардин паттăрлăхĕ» поэмăсен сыпăкĕсене хумханса вулатăн.Пĕрремĕш поэминче Мускав, Ленинград, Сталинград, Курск, Берлин хулисем çывăхĕнче çĕнтерÿ тунă салтаксемпе командирсен паттăрлăхĕ çинчен кĕскен сăвăласа çырнă. Иккĕмĕшĕнче автор Аслă вăрçăра чуна пырса тивекен пĕр пулăма ватă салтак каласа панине тĕпе хурать. Салтаксем хаяр çапăçу хыççăн пĕр ял патĕнчен иртсе пынă. Вĕсем унта пĕр хĕрарăм виллине курнă. Унăн сивĕ кăкăрне чĕчĕ ачи макăрса ĕмнĕ. Пĕр салтак, Тури Татмăш ялĕнчен вăрçа кайнă Алексей Сорокин, çакна курса куççульне кăларса ачана хăй çумне чăмăртаса йăтса 30 çухрăм ытла утать. Пĕчĕкскере вилĕмрен хăтарать, кайран медсестрана парса тыла ăсатма ыйтать.

Виççĕмĕш поэма сыпăкĕнче – вăрçă вăхăтĕнче Донбасс хули çывăхĕнче «Çамрăк Гварди» паттăрла ĕçĕсем çинчен хумханса çырнă сăвă йĕркисем.

Кĕнекесене «Васкавлă фото» салонра туянма пулать.

Геннадий ИВАНОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика