11 января 2013 г.
Çĕнĕ çулхи каникул кунĕсенче Раççей спорт министерстви çулсеренех Сывлăх вунăкунлăхне йĕркелет. Çавна май кăçалхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Енре те, районта та Сывлăх кунĕ иртнĕ.
Çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ертсе пынипе кунта ĕçлекенсем пурте «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне çул тытнă. Александр Николаевич çирĕп сывлăх яланах ăнăçусем тума пулăшса пынине палăртнă. «Хĕлхемре» кунĕпех спортпа сиплев вăййисем иртнĕ, пĕтĕмпех – тÿлевсĕр. Килнисене спорт, тренаж, фитнес, бокс залĕсенче хапăл туса кĕтсе илнĕ. Конькипе ярăнма юратакансем пысăк хăвăртлăхпа «вĕçсе» çÿренĕ. Йĕлтĕрçĕсем те аякра юлман, стадион тавра çаврăм хыççăн çаврăм тунă.
«Хĕлхем» спорт комплексĕнчи каток çинче вара ача-пăча сасси янăранă. Кунта 5-8 классенче вĕренекенсем шорт-трек кăтартнă. Пĕрремĕш вырăна Юнтапа шкулĕнчи Алена Кондратьева çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем – Элĕк шкулĕнчи Дарья Никифоровăпа Яна Семкина. Арçын ачасенчен Юнтапа шкулĕнчи Игорь Аруслонов пурне те хыçа хăварса чи мала тухнă. Элĕкри Стас Лаврентьев финиша иккĕмĕш çитнĕ, виççĕмĕш вырăнта – çак шкултах вĕренекен Анатолий Степанов.
Сывлăх уявĕнче çавăн пекех теннисла, дартсла вылянă, футзал турнирĕ иртнĕ.
Г.ПЕТРОВ.