АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе тиркемен

11 декабря 2013 г.

Смородино ялĕнчи Евгения Степановнăпа Николай Петрович Гавриковсем тăватă ачана кун çути парнеленĕ, вĕрентсе кăларнă, мăшăрлантарнă.

Пепкисене çитĕнтерме çăмăл пулман ашшĕ-амăшне. Çавна май кил хуçи хĕрарăмĕ иртнине час-часах ума кăларать. Пĕр кăмака çавра çăкăр пĕçернине, пысăк чукунпа яшка лартнине епле мантăр-ха Евгения Степановна. Пысăк каткапа купăста, хăяр тăварланă хĕле валли. Çав апат-çимĕç халĕ те чĕлхисем çинчех-мĕн хĕрĕпе ывăлĕсен.

Ачасем пĕчĕк чухне çемьере нуши-терчĕ, савăнăçĕ те ылмашăнса пынă паллах. Пĕр хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ пирки шухăшламан кунĕ те пулман Гавриковсен. Ачисем пĕрин хыççăн тепри вĕренме е ĕçлеме тухса кайсан амăшĕн чун-чĕри уйрăмах вырăнта пулман. Асли Валя шут ĕçченĕн профессине илсен, хĕпĕртенĕ. Петрпа Сергей ывăлĕсем те пурнăç урапине аванах кустарма пуçлаççĕ. Пĕри тĕп хулара тĕпленнĕ пулсан, тепри тăван килĕнчех. Чи кĕçĕннишĕн, Юрийшĕн, ытларах та пăшăрханма тивнĕ Гавриковсен. Вăл Чăваш Енрен чылай аякра – Новосибирскри çар училищинче вĕреннĕ. Çамрăк офицер тÿрех «вĕри точкăна» – Чечен республикине лекет. 1994-1996 çулсенче кунти контртеррористла операцисене хутшăнать.

Гавриковсен ачисем шкулта вĕреннĕ чухне пит хĕретме тивмен. Мĕншĕн тесен кашниех тăрăшулăхпа палăрнă, лайăх паллăсем кăна илнĕ. Николай Петровичпа Евгения Степановна хĕрĕпе ывăлĕсене кирлĕ пек воспитани панăшăн тав сăмахне пĕр хутчен кăна мар илтнĕ.

Евгения Степановнăпа Николай Петрович ĕмĕрĕпех ял хуçалăх ĕçĕсенче вăй хунă. Кил хуçи нумай çул комплекслă бригадăна ертсе пынă, уй-хир, ферма ĕçне те лайăх йĕркеленĕ. Вăл нимĕнле ĕçе те тиркемен. Мелник пулнă, арманта çăнăх авăртнă. Хăй вăхăтĕнче унран сĕнÿ-канаш ыйтакансем те пулнă. Шел пулин те, Николай Петрович вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Мăшăрĕ те ялта ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Колхоз уй-хирĕнче тăрăшулăх кăтартнă. Фермăра ĕнесем те сунă. Ачи-пăчине пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Пĕр-пĕрне пулăшса çитĕннĕ вĕсем. Çак ырă йăлана халĕ те пăрахмаççĕ.

Евгения Степановна Сергей ывăлĕн çемйипе пурăнать. Сăмах майĕн каласан, унăн ывăлĕ «Элĕк-газ» предприятире вăй хурать. Света кинĕ районти тĕп больницăра медицина сестринче ĕçлет. Икĕ мăнукĕ шкула çÿреççĕ. Киле пĕччен юлсан ахаль ларас йăла çук Евгения Степановнăн. Ăна валли килти хуçалăхра ĕçĕ тупăнсах пырать. Пысăк çĕр лаптăкĕ тытаççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ-ха Гавриковсем.

Евгения Степановна Çĕнĕ çул умĕн сакăр вунă çул тултарать.

Е.САВЕЛЬЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика