АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисене кĕнекепе туслаштарать

11 декабря 2013 г.

– Асанне, çак кĕнекене илетпĕр, кунта ÿкерчĕксем хитререх, упа çури ÿкернĕ пысăк кĕнекине те манăн курас килет. Ку аппаран ыйт-ха, пĕтĕмпех парса ямасть-и пире; – тĕрлĕ-тĕслĕ ÿкерчĕклĕ кĕнекесене суйланă май сăмахлать виçĕ çулти хĕр ача.

Пĕрремĕш хут библиотекăна килнĕскерне кĕнекесем нумай пулни тĕлĕнтерсех янă. Çавăнпа асламăшне çине-çинех кĕнекесем тыттарать.Сĕтел хушшинче çĕнĕ кĕнекесене стеллажсем çине хума хатĕрлекен Светлана Николаевна пуçласа библиотекăна килнĕ хĕр ачапа калаçу пуçарать, малтан хăш кĕнекине вуламаллине ăнлантарать.

– Пĕчĕкскерсене курсан хамăн ачалăх аса килет. Халĕ те паянхи пекех пĕрремĕш хутчен Тени библиотекине кĕнине ас тăватăп. Çутă та илемлĕ пÿлĕмре çавăн чухлĕ нумай кĕнеке упранни тĕлĕнтернĕччĕ. Илемлĕ ÿкерчĕкшĕн Ершовăн «Конек-горбунок» кĕнекине илнĕччĕ. Ăна вуласа тухни вара асран тухнă, – пĕлтерчĕ Светлана Потапова.

Кĕнекесен тĕнчине çул хывасси çакăнтан пуçланнă та пулĕ унăн. Хăй шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăртах малтан библиотекарь, каярахпа чăваш чĕлхин предметне вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Алла аттестат илсен вара Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине çул тытнă. Библиотекарь специальноçне суйланă. 1993 çулта районти тĕп библиотекăран ача-пăча вулавăшне ĕçлеме куçнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ пĕчĕккисемпе шкул çулĕсенчисене тĕрлĕ литературăпа тивĕçтермелли абонементра тăрăшать.

– Пĕтĕмпе 900-е яхăн вулакан шутланать. Чи пĕчĕккисем, икĕ çултан иртнисем, ашшĕ-амăшĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕсемпе килеççĕ. Вĕсене валли ÿкерчĕклĕ, чĕлхене аталантаракан кĕнекесем çителĕклех. Шкул ачисем те татăлмаççĕ, – калаçăвне тăсать Элĕкри ача-пăча библиотекинче ĕçлекен С.Потапова.

Рефератсем, проект ĕçĕсем хатĕрленĕ чухне вулавăшран тухма пĕлмеççĕ вĕренекенсем. Класăн-класăн ăмăртса кĕнеке вуланине палăртать библиотекарь. Кунта çÿрекенсем хăш стеллаж çинче мĕнле литература вырнаçнине те хăнăхса çитнĕ. Детектив кăмăллакансене уйрăм кĕтес уйăрса панă. Юрă-кĕвĕ кĕнекисем – «Асамлă кĕвĕ тĕнчи» çÿлĕк çинче вырнаçнă. «Чăваш писателĕсем – ачасен тусĕсем» стеллаж та тăтăшах улшăнса тăрать.

– Çĕнĕ кĕнекесем те пур. Вырăслисем те, чăвашлисем те сахал мар. Тин çеç пичетленсе тухнисемпе паллашма курав стенчĕ хатĕрлетпĕр, – ĕç-хĕлпе паллаштарать библиотекарь.

Ачасене е аслисене вăл е ку кĕнекене сĕниччен унăн содержанийĕпе паллашмалла хăй вуласа тухнине те пытармасть.

Кĕнекепе çеç тивĕçтернипе çырлахмаççĕ-ха вулавăшра. Вĕсене упрама хăнăхтарас, çĕтĕлнисене юсама вĕрентес тĕллевпе «Кĕнеке больници» кружок та йĕркеленĕ. Эрнере пĕр-икĕ кун ăс-хакăла ÿстерекен кăларăмсене «сиплеççĕ» шкул ачисем. Кунсăр пуçне Галина Миронова «Домовенок» кружок та йĕркеленĕ. Пĕчĕк хĕр пĕрчисем кунта ал ĕç ăсталăхне хăнăхаççĕ. Çекĕлпе çыхма, йĕппе тĕрлĕ япала маçтăрлама вĕренеççĕ.

С.Н.Потапова библиотекăри ĕç-хĕле пурнăçласа пынă май, аслă пĕлÿ илме те вăхăт çитернĕ. Вăл чечексен тĕнчине те кăмăллать. Çу кунĕсенче кил таврашĕнче йĕри-тавра тĕрлĕ чечек ешернине, ырă шăршă сарнине юратать.

– Пахча-çимĕç калчисене ÿстернипе пĕрлех тĕрлĕрен-тĕрлĕ чечек калчисем лартатăп. Пÿртре те илем хуçаланнине юрататăп, – палăртать вулавăшра тăрăшаканскер.

А. СОРМСКАЯ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика