АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр пулăшаççĕ

11 декабря 2013 г.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче кашни гражданинăн квалификациллĕ юрист пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пуррине палăртнă.

Федерацин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 324 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» саккунĕн 20, Чăваш Республикин 2012 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 20 номерлĕ «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне парасси çинчен» саккунĕн 6 статйисемпе килĕшÿллĕн хăш-пĕр категоринчи çынсене право пулăшăвĕпе тÿлевсĕр те тивĕçтереççĕ.

Камсем кĕреççĕ вĕсен шутне; Кунта сахал тупăшлă граждансем, I тата II ушкăнсен инваличĕсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Совет Союзĕн, Социализмла Ĕç Геройĕсем, инвалид тата тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнисем, ятарлă профилактика учрежденийĕсенчи ирĕк прависĕр юлнă çул çитмен ачасем, аслă ăрурисем, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен учрежденисенчи инвалидсем, психологи пулăшăвĕ илекен чирлĕ çынсем, правăна пăснăран ятарлă учрежденисене янă çул çитмен çамрăксем, çын пуçне тивекен тупăш республикăра палăртнă пурăнмалăх чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă çемьесем.

Асăннă категоририсене кĕрекен право пулăшăвĕн тĕсĕсене Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр право пулăшăвĕ парасси» саккунĕнче тĕплĕн ăнлантарнă. Тĕслĕхрен, тÿлевсĕр право пулăшăвĕ потребительсен прависене хÿтĕлес ыйтусене пăхса тухнă, коммуналлă пулăшупа усă куракансен прависене хÿтĕленĕ, гражданина ĕçсĕр тесе йышăннă тата ĕçсĕрлĕхшĕн тивекен пособи палăртнă, сахал тупăшлисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, репрессиленĕ çынсен прависене тавăрнă, инвалидсене медицинăпа социаллă экспертиза тунă тата реабилитациленĕ, ача ашшĕ (амăшĕ) кам пулни пирки тавлашнă, ĕçрен кăларнă çынна ĕçе çĕнĕрен вырнаçтарнă чух.

Паянхи кун граждансене тÿлевсĕр пулăшу парассипе Чăваш Республикинчи адвокатсен палатинчи 283 адвокат тимлет.

Ф.ЛАЗАРЕВА,

прокуратура ĕçченĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика