14 декабря 2013 г.
Раççейре çĕр-шыв паттăрĕсен кунне паллă турĕç. Çак кун ырă йăла çирĕпленчĕ – паттăрлăхпа хастар ĕçшĕн патшалăх наградисене тивĕçнисене чыслаççĕ.
Уяв кунĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Андрей Аркадьев шăп та шай 90 çул тултарнă. Юбилей ячĕпе ветерана район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин янă салам открыткине вуласа панă.
Ветеран çакăншăн питĕ савăннă. Ку çула çитнисем хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, пулăшнăшăн чунран тав тăваççĕ вĕт. Çавăнпа Андрей Аркадьевич тĕрлĕ салам хучĕсемпе парнисене тирпейлĕн упрать.
Вăрçă ветеранĕ Андрей Аркадьевич Аркадьев 1923 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Çара ăна 1942 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче илсе кайнă. Вăл Водкинск хулинчи çар училищинче вĕренет. 1942 çулхи августра çамрăк салтака фронта илеççĕ. Çурçĕр-Кавказ фрончĕн стрелоксен 59 бригади йышĕнче 4 кун Малобег тÿпемне хÿтĕленĕ çĕре хутшăнать, Орджоникидзе, Моздок хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пулать.
Хаяр тытăçусенче стрелоксен бригади нумай салтака çухатать, çавăнпа ăна салатса яраççĕ. Чĕрĕ юлнисене пуйăспа малтанах Тбилиси, каярахпа Селенджик хулисене илсе каяççĕ, техникăпа çапăçма вĕрентеççĕ. Кун хыççăн 10 гварди корпусне лекет. Новороссийск хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать А.Аркадьев. Кунта ăна ураран амантаççĕ те Кисловодск хулинчи çар госпитальне сипленме яраççĕ. Тăватă уйăх сывалнă хыççăн Моздок хулинчи ротăна лекет. Кунта вăл комсорг тата рота командирĕн пулăшаканĕ пулать. 1944 çулта пирĕн ентеше Армавир хулинчи авиаци училищине вĕренме яраççĕ. Ултă уйăх УТ-2 самолетпа вĕçме хăнăхать. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн А.Аркадьева «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи» I степеньлĕ орденпа «Кавказа хÿтĕленĕшĕн» тата ытти медальсемпе чысланă.
1948 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл тăван Чулкаç ялне таврăнать. Çав çулхинех авланать. Мăшăрĕпе, Нонна Семеновăпа килĕштерсе пурăнса Альбинăпа Розăна тата Юрие пăхса ÿстереççĕ. Шел, вĕсем Роза хĕрне вăхăтсăр çухатаççĕ, çапах ватăсене унăн хĕрĕ Ольга тата мăнукĕ канăç кÿреççĕ. Халĕ вĕсен 5 мăнук тата 3 мăнукĕн 3 ачи. Çемье тату пурнăçпа пурăнать. Тăвансем пĕрне-пĕри пулăшаççĕ, уявсенче пĕрле пухăнаççĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăл юхăннă халăх хуçалăхне çĕклеме хутшăнать. Унăн паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ чыспа тивĕçлĕхĕн, çынлăхăн ырă виçи пулса тăнă, вăл – çамрăксемшĕн тĕслĕх.
Г.ПЕРОВ.