АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино кăтартассишĕн çула тухма ÿркенмен

18 декабря 2013 г.

75-ри Георгий Гаврилович «Надежда» лавккана каçнăскер вырăнти культура çуртне те çула май кĕрсе тухма шутланă. Ара вăл тăватă теçетке çул киномеханикра тăрăшнă-çке.– Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн хуçалăх ĕçне хутшăнтăм. Хĕсметре те пулнă, – терĕ Георгий Гаврилов манпа тĕл пулсан. Çартан таврăнсан та пĕр вăхăт тыр-пул ÿстерес ĕçре хăйĕн тÿпине хывать.

– Пĕррехинче вара хуçалăх ертÿçи хăйĕн пÿлĕмне чĕнсе илчĕ те киномеханик стажерне çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Вăл вăхăтра ял çыннисене Василий Фадеев кино кăтартатчĕ, – темиçе теçетке çул каяллахине аса илчĕ ватă.

Аслă ĕçтешĕнчен майĕпен киномеханик ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене хăнăхнă. Каярахпа ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илме те пултарать Георгий Гаврилович.

В.Фадеевпа иккĕшĕ Кĕçĕн Тăванти йывăç клубра движок тапратса тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен кулленех кино кăтартнă.

– Халăх лăк тулли пухăнатчĕ. Килĕренех тухатчĕç, кино курма йышлăн килетчĕç, – каласа парать 75-ри ватă.

Вырăнта кино кăтартнипе çеç çырлахман, ятарлă аппаратурăна хуçалăх уйăрса панă лаша çине тиенĕ те ытти ялсене тухса кайнă. Тенири, Хураварти, Тавăтри, Мăн Тукташри, Шĕнтрешри, Хирлеппуçĕнчи, Торпкассинчи клуб учрежденийĕсемпе хуçалăх çурчĕсенче илемлĕ фильмсем «çавăрттарнă».

– Вăл вăхăтра киномеханик пысăк хисепреччĕ. Хĕрсем те куç хĕсетчĕç, – пĕлтерчĕ ватă.

Вăхăт иртнĕ çемĕн ку ĕçе те çĕнĕлĕх кĕрет. Движок тапратса ярса çĕнĕ фильм пăхасси пăрахăçланать. Хăй тĕллĕн ĕçлекен ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ клубсене. Кашнине темиçешер участок çирĕплетсе параççĕ.

– Уй-хирте тăрăшакансем, ферма ĕçченĕсемпе механизаторсем, учительсем тухатчĕç. Вĕсем кино пăхнă хыççăн та тÿрех киле тухса кайма васкамастчĕç. Кино пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтеретчĕç, – тăсрĕ калаçăвне мучи.

Вăл Сергей Димитриев клуб заведующине уйрăмах ырăпа асăнать. Культура ĕçне çынсене явăçтарма пĕлнишĕн мухтать. Спектакльсем лартнă чухне кашнине валлиех тивĕçлĕ рольсем тупса панине, район шайĕнче те палăрнине калать.

1970-мĕш çулта хуçалăх вăйĕпе çĕнĕрен кирпĕчрен культура çурчĕ çĕкленĕ. Ĕç условийĕсем унчченхипе танлаштарсан татах лайăхланнă. Юрра-ташша юратакансем тухма та пĕлмен. Кино та пăхнă ял çынни, концертсемпе спектакльсене курма та çÿренĕ. Анчах та тăхăрвуннăмĕш çулсем иртсен ĕç-хĕл палăрмаллах хавшакланнă.

К.СОРМСКАЯ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика