АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи пирки ялан шутлар

18 декабря 2013 г.

Пирус туртакан çын ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнасса шанма йывăр. Нивушлĕ паянхи çамрăксен ватăличчен пурăнас килмест; Мĕншĕн яш-кĕрĕм çеç мар, хĕр-упраçĕ те пирус мăкăрлантарать;Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Америкăра халăхăн 27 проценчĕ туртать. Францире – 30 процент, Раççейре – кашни вунă çынтан тăваттăшĕ. Пирĕн çĕр-шывра вăтамран 69 çула çитиччен пурăнаççĕ пулсан, Америкăра – 79. Çулсеренех чĕлĕм туртнине пула миллионĕ-миллионĕпе çын вилет. Çын мĕн чухлĕ нумайрах туртать, çавăн чухлĕ хăйĕн сывлăхне ытларах пĕтерет.

Никотин çыннăн пĕтĕм организмне пырса тивет: сывлав çулĕнчен пуçласа усал шыçă пуçарни таранах. Çыннăн иммунитетне пĕр шелсĕр аркатать, вăраха кайнă чирсем тепĕр хут вăй илнин сăлтавĕ те çаках. Чĕлĕм туртма пăрахсанах вăхăт та, укçа та, сывлăх та хутшăнать.

Ман ватăличчен пурăнасчĕ тесе ĕмĕтсемпе малалла çунатланар. Ку вăл хăвăртан кăна килет.

С.ВАСИЛЬЕВ, врач.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика