АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташлакан кăмăлĕпе ырă та çирĕп

18 декабря 2013 г.

2013 çулта «Штрих код» ташă ушкăнĕ темиçе хутчен те лауреат ятне илме тивĕç пулчĕ. Унсăр пуçне районта кăна мар, регионсем хушшинчи тата республикăри конкурссен дипломĕсене те пĕрре мар çĕнсе илчĕ. 2010 çулта йĕркеленнĕ ушкăн фитнес-аэробикăпа республикăри ăмăртăвĕн финалне те хутшăнчĕ. Ташă студийĕ Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлет. Ушкăнăн хăйĕн ташă залĕ пур.

Паянхи кун студие пурĕ утмăл тăхăр ача çÿрет. Виçĕ çултан пуçласа вун çиччĕри çамрăксем ташă вăрттăнлăхĕсене хăнăхаççĕ. Кашни ушкăна пĕр çулсенчи ачасене пуçтарнă. Пирĕн коллективри тĕп тĕллев: ачасене искусство тĕнчипе туслаштарасси, хитрелĕхе юратма вĕрентесси пулса тăрать. Эпир çамрăксене урамра тĕлли-паллисĕр çÿресрен хăтарма тăрăшатпăр, юрă-кĕвĕпе ташăна юратма вĕрентетпĕр. Çавăн пекех ачасен пултарулăхне ÿстерессишĕн вăй хуратпăр. Вĕсен çитĕнĕвĕ, паллах, педагог методикинчен тата ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Ачасене мĕншĕн пĕчĕклех ташă кирлĕ-ха; Эпир шăпăрлансене хăйсене сцена çинче еплерех тытмаллине хăнăхтаратпăр, ташăпа, юрă-кĕвĕпе ачаран туслаштаратпăр. Ача вара хăйĕн пурнăçĕ мĕнле улшăннине ăнкарса илет.

Студие тăватă çултан пуçласа çÿреме пултараççĕ. Хореографи занятийĕсем çутă та таса, ăшă пÿлĕмсенче иртеççĕ. Ташă студине çÿрекенсем 5-6 çул тĕлне ял тата район чысне республика шайĕнче те хÿтĕлеççĕ. «Штрих код» ташă ушкăнне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне ÿстереççĕ, юрă-кĕвĕ искусствипе ытларах туслашаççĕ. Пĕрмаях хусканусем туни ачан кĕлеткине çирĕплетет, вăй хушать. Çакă пĕтĕмпех ачана аталану çулĕнче пысăк пулăшу парать.

Кăçал эпир чи пĕчĕккисемпе «KIDS» ташă студине йĕркелерĕмĕр. Унта тăватă-ултă çулхи ачасем кăмăлпах çÿреççĕ. Шăпăрлансем хаваспах ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле занятисене килеççĕ. Вăйă формипе ташлама хăнăхаççĕ. Коллективри пур ача та сцена çине тухать. «Штрих код» ушкăн район тата республика шайĕнче иртекен мĕн пур мероприятие хутшăнать. Декабрĕн 20-мĕшĕнче акă культура çуртĕнче «Штрих код» студие çÿрекенсен пысăк концерчĕ пулать. Ушкăн виçĕ çул тултарнă ятпа сцена çине тухать. Студири пур ача та ашшĕ-амăшĕсемпе куракансене илемлĕ ташăсемпе савăнтарĕ. «Эпир виçĕ çулта» ятпа иртекен концертра «Штрих код» ушкăн çирĕм виçĕ ташăпа сцена çине тухĕ. Тĕрлĕ çулсенчи тăватă ушкăн коллективĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Чи пĕчĕккисен «KIDS» студие çÿрекенсем виçĕ ташă кăтартĕç.

Нина ЕГОРОВА,

«Штрих код» ташă ушкăнĕн ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика