21 декабря 2013 г.
Çитĕнекен ăрăва культурăпа искусство енне çул хывма пулăшас ĕçе Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ çине çирĕплетнĕ. Паянхи куна унта 277 ача хăйĕн ăсталăхне ÿстерет, пултарулăхне туптать. Çакă районти мĕн пур вĕренÿ учрежденисенче ăс пухакан ачасен 15 проценчĕпе танлашать. Çитĕнекен ăру хушма пĕлĕве тÿлевсĕр илни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн бази чухăнах мар, тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем çителĕклех. Искусство шкулĕнче музыка, баян, вокал, гитара, гармоника класĕсем, хореографи, фольклор, пĕтĕмĕшле эстетика, эстетика уйрăмĕсем пур. Кашнинех шкул ачисем тулли кăмăлпа çÿреççĕ. Хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕ районти мĕн пур пĕтĕмĕшле пĕлÿ илме пулăшакан шкулсемпе çирĕп çыхăну йĕркеленĕ. Ялсенче пурăнакансемпе çыхăнăва çирĕплетес, çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшас, культурăпа ăс-хакăл енне çул хывтарас тĕллевпе Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ вĕренекенсем пурăнакан вырăнсенче те хăйĕн ĕç-хĕлне йĕркелет.
Паянхи куна асăннă вĕренÿ учрежденийĕн Чăваш Сурăмĕнчи, Элĕкри вăтам, Вутланти тулли мар шкулсенче хушма пĕлÿ пама лицензи пур. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче музыка енĕпе пĕлÿ илес тĕллевлисен класĕсем 16-ран та иртрĕç. Ачасен йышĕ те палăрмаллах ÿсрĕ, 176-ран 277-е çитрĕ.
Çитĕнекен ăрăвăн ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ концертсемпе конкурссенче хутшăнни уçăмлă палăртать. «Искусство тĕнчине кĕр – пирĕн пултарулăх çурчĕ» проектпа килĕшÿллĕн шкул ачи вĕренÿри тĕп предметсем урлă хăйĕн пултарулăхне аталантарма пултарать. Вĕсен йышне ритмика, ÿкересси, музыка, пукане театрĕ, сценăна хăнăхни кĕреççĕ.
Искусство шкулĕсенче пĕлÿ илекенсем таçта аякка кайса çÿремесĕрех тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илме пултараççĕ. Шкулсенчи педагогсем пултаруллă ачасене тупса палăртассипе çеç ĕçлемеççĕ. Çав вăхăтрах çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетесси, ăна упрасси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Çут çанталăк саккунĕсене тĕпе хурса сывлăха çирĕплетме, умри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван тавралăхпа килĕшÿре пурăнма хăнăхтараççĕ. Сывлăх енчен хавшак ачасем хушшинче те искусство тĕнчине туртăнас, ăсталăха аталантарас тĕллевлисем сахал мар. Вĕсене те ытти тантăшсемпе пĕр шайра хушма пĕлÿ илме пулăшас тĕллевпе Н.Павлова преподаватель эксперименталлă вĕренÿ программи хатĕрлерĕ. Ăна çулталăк хушшинче пурнăçа кĕртмелле пулĕ.
Кунсăр пуçне 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ «Музыкăлла фольклор» программăпа ĕçлет. Çакă профессилле вĕренÿ иличченхи хушма пĕлÿ паракан программа шутланать. Ăна пурнăçлама лицензи пур. Ку енĕпе халĕ 14 ача пĕлÿ илет. Фольклор енне çул хывма А.Михайлова пулăшать.
Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн ĕçĕсем те курăмлă. 65 ытла çамрăк артист тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи, Раççейри, республикăри, районсенчи конкурссенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем парнесемпе дипломсене, премисене тивĕçнĕ. Паянхи куна Элĕкри искусство шкулĕнче пĕлÿ илекенсем – Раççей, республика тата район шайĕнчи конкурссен лауреачĕсем.
Пурлăхпа техника бази те чухăн мар. Ăна пуянлатассипе те тăтăшах ĕçлетпĕр. Нумаях пулмасть 30 000 тенкĕлĕх костюм комплекчĕсене, 45 пин тенкĕлĕх музыка аппаратури туяннă.
Зоя ВАСИЛЬЕВА,
Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.