21 декабря 2013 г.
Культура учрежденийĕ канупа культурăна йĕркелеме пулăшакан вырăн шутланать. Акă Юнтапари культурăпа кану центрĕнче ялти кашни çын валли канма май пултăр тесе тăрăшаççĕ.– Халăхăн кăмăлне тивĕçтересси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çавăнпа та ял çыннисемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр, – ĕç-хĕлпе паллаштарма кăмăл турĕ çирĕм виçĕ çул культура тытăмĕнче вăй хуракан Лина Иванова.
Хусанти культура институтне вĕренсе пĕтернĕскер клуб ертÿçинче 2008 çултанпа тимлет. Мăшăрĕ Вениамин Алексеевич та культура çуртĕнчех тăрăшать. Вăл «Шурă акăш» вокал коллективне ертсе пырать. В.Иванов пуçарнипе вырăнта «Аса ил» вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркеленнĕ. Иван Родионов ку тăрăхри поэт тата композитор шутланать. «Аса ил» ушкăн унăн юррисене шăрантарать. Юнтапасем аранжировка тăвассипе те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ.
– Йыш пулмасан сцена çине тухаймăн. Акă районти театр коллективĕсен фестивальне эпир Л.Казанцева çырнă «Кучченеç упăшка» ятлă икĕ пайлă камитпе хутшăнтăмăр. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем сăнарсене ăста калăпларĕç. «Рабия» Агрофирмăра» тăрăшакан Юрий Нестеров вара Ваççа рольне аван вылярĕ, – пĕлтерчĕ Лина Иннокентьевна.
Культура çурчĕ кивĕ пулнă. Сцена та, урай та хăйĕн илемне çухатнă. Юнтапари клуба иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсем иртсен тунă. 2007 çулта вара кунта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. 2008 çулта юнтапасем çĕнетнĕ культурăпа кану центрне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Культурăпа кану центрĕн статусне илнĕренпе мероприятисем те час-часах иртеççĕ кунта.
– Организацисемпе çыхăнса ĕçленине те палăртмалла. Кунта тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем килеççĕ: хуçалăхра, вулавăшра, лавккара ĕçлекенсем те, медицина ĕçченĕсем те, вĕрентекенсем те, – калаçăва малалла тăсать Л.Иванова.
Культура та пурнăç пекех пĕр вырăнта тăмасть. Каламасăрах паллă: канăва тивĕçлипе йĕркелемесен халăха унта явăçтарма питĕ йывăр. Культура «вучахĕ» ан сÿнтĕр тесе юнтапасем ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕ те курăмлă. Кăçал Юнтапари культурăпа кану центрĕ çĕр пинлĕх грант çĕнсе илме пултарнă. Вениамин Иванов хăй алă пин çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕне вĕсем хитре тумтир, «Улыбка» ташă ушкăнĕ валли костюмсем çĕлеттернĕ çĕре янă. Унсăр пуçне сасă аппаратури туяннă.
Культурăпа кану ĕçне тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕрен халăх тулли кăмăлпа концертсемпе спектакльсене çÿрет. Фестивальсемпе конкурссем, кану каçĕсемпе тĕрлĕ тĕл пулусем ирттереççĕ. Юнашар районсемпе те тачă çыхăнура пулни пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсемпе эстрада юрăçисем те юнтапасемшĕн яланах кĕтнĕ хăнасем.
Лина Иннокентьевна пĕлтернĕ тăрăх, концертсемпе спектакльсене ял тăрăхĕн специалисчĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Культурăна çемйипех юратакансем те пур. Анаткас Сурăмри Павловсемпе Ильинсем пур çĕрте те маттур, пултаруллă. Кивкас Юнтапара пурăнакан Нина Андреева, Людмила Иванова тата Людмила Степанова юрлама-ташлама ăста. Мероприятисене те тăтăшах хутшăнаççĕ пултаруллă хĕрарăмсем. Хăйĕн ĕçне юратса, чунне парса ĕçлет Лина Иванова. Тĕрлĕ кружоксем йĕркелет. Акă, тĕслĕхрен, ытларах эрне кунсерен культура çуртĕнче вальса кăмăллакансен клубĕ ĕçлет. Кунта çамрăксем çеç мар, тĕрлĕ çулсенчисем ташлама вĕренме килеççĕ. Хĕрарăмсен канашне те вăлах ертсе пырать, хастар хĕрарăмсене культура çуртне пуçтарать. Юнтапасем репертуара та çулсеренех пуянлатса пыраççĕ. Концертсемпе тухса çÿреме транспорт çукки ĕçре чăрмав кÿнине палăртрĕ Лина Иннокентьевна. Ялти шкул тата спонсорсем пулăшнипе çеç вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартма районти ялсене çитеççĕ.
Вера МОРОЗОВА.