21 декабря 2013 г.
2013 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ветеринари саккунĕсене пăснăшăн тÿлеттерекен штраф виçисем ÿсрĕç (сăмахран, патшалăх ветеринари надзорĕн органĕсене чĕр чунсем ăнсăртран вилни тата харăсах нумаййăн чирлесе ÿкни пирки каламаншăн е вăхăтра пĕлтерменшĕн, çакна чарса лартмашкăн кирлĕ мерăсем йышăнманшăн ахаль çынсен 500-1000 пин тенкĕ вырăнне 3-4 пин тÿлеме тивĕ, должноçри çынсен 1-2 пин мар, 30-40 пин таранах, организацисен вара 90-100 пинех, (унччен 10-20 пин пулнă). Карантин тапхăрĕнче çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем палăрсан, граждансене – 4-5 пин, должноçри çынсене – 40-50 пин, организацисене – 100-500 пин тенкĕлĕх штрафлĕç.
Çавăн пекех выльăха турттарасси, унран продукци хатĕрлессин ветеринари-санитари правилисене пăснăшăн та административлă майпа айăплĕç. Ветеринари докуменчĕсĕр турттарнăшăн ахаль çынсене 500-1000 тенкĕ тÿлеттернĕ пулсан, малашне 3-5 пин, должноçрисем 1-2 пин вырăнне 30-40 пин, организацисем 300-500 пин тенкĕ кăларса хурĕç. Каяшсене пуçтарассинче, утилизацилессинче йĕркене пăхăнмасан вара юридици вăйĕнчи çынран 500-700 пин тенкех шыраса илме пултараççĕ. Кунсăр пуçне ĕç-хĕле 90 талăклăха чарса лартма ирĕк пур.
Амакран хÿтĕленмелли чи ансат мел – карантин правилисене пăхăнасси. Сăмахран, чирлĕ выльăха кĕтĕве ямалла маррине кашниех пĕлме тивĕçлĕ-ха та. Çапах лейкозпа аптракан чĕр чуна сыввисемпе пĕрлех кĕтĕве янă. Çитменнине, диагноза çирĕплетме клиника-гематологи тĕпчевĕсем ирттермеççĕ.
Сыснасен Африка чуми юлашки вăхăтра чĕлхе çинчех. Хăрушлăхне кура ăна сарăлма парас мар тесе хуçалăхсенче мĕнле мерăсем йышăннине пĕлсе тăмаллах. Яланхи асăрхаттарусемех темелле. Анчах вĕсенчен ниепле те хăтăлса пĕтеймеççĕ. Сысна фермисене кĕриччен дезбарьерсем пулман. Дезинфекци ирттерме те «маннă», шăши-йĕке хÿререн хăтăлмалли ĕçсем ирттермен. Сысна какайне те ветеринари докуменчĕсемсĕр сутаççĕ иккен.
Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра «Раççей Федерацийĕнче сыснасен Африка чумин вирусне (АЧС) сарăлассипе тата пĕтерессипе çыхăннă мероприятисен планне» туллин пурнăçламанни палăрнă. Сăмахран, сысна вилнин сăлтавне (АЧС маррине çирĕплетме) пĕлес тесе лабораторире яланах тĕпчеттермеççĕ, АЧСа пула васкавлăн чĕр чунсене вĕлермешкĕн вырăн уйăрассипе тата йĕркелессипе мерăсем йышăнман, виллисене утилизацилемелли вырăнсем ăçта пулнине кăтартакан карта-схемăсене хатĕрлемен, нĕриксене апат юлашкийĕсене çитерес мар тесе йышăннă мерăсене çителĕксĕр тĕрĕслесе тăраççĕ тата ытти те.
Асăрхаттарусене шута хуманнипе çине-çинех кĕрешме тивет инспекторсен. Предписанири требованисене пурнăçламаншăн темиçе çын тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.